Юнкун, 27.11.2024, 00:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Раштав » 6 » «Эп Улăп йăхĕнчен пил илнĕ...»
«Эп Улăп йăхĕнчен пил илнĕ...»
20:28
Сăн ÿкерчĕк
«Кĕмĕл тумлă çар» сăвăлла трагеди. Çак ят вулавçăсенчен ытларах куравçăсемшĕн çывăхрах пулĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн сцени çинче вăл икĕ-виçĕ сезон халăха тыткăнлать.
Автор пьесăшăн республикăри «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра «Çулталăкри чи лайăх драматург» ята тивĕçнĕ /2011 ç./. «Кĕмĕл тумлă çар» кĕске хушăра Раççей тата тĕнче шайĕнчи чылай фестивале хутшăннă, çĕнтерÿпе таврăннă.
Марина Карягина çырнă хайлав тинех кĕнеке хальлĕн вулавçă аллине лекрĕ. Вăл «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетленсе тухнă.
Аса илтерер: Марина Карягина - РФ Писательсен союзĕн членĕ. Унăн 16 кĕнеке кун çути курнă.
Кĕнеке ум сăмахĕнче филологи ăслăлăхĕсен докторĕ Юрий Артемьев «Кĕмĕл тумлă çар» пирки хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. «...Трагедин тĕп пĕлтерĕшĕ автор ун жанрне пысăк ăсталăхпа /пирвайхи опыт!/ калăпланинче çеç мар - ан тив, вăл та ăмсанмалли шайра тейĕпĕр кунта. Мана акă мĕн тĕлĕнтерет: ĕмĕрсен тĕпĕнчи, сĕм авалхи пурнăçа сăнланă чух автор темĕнле майпа паянхи çивĕч ыйтусене, хамăра тăллакан, ăса, чуна пăркăчлакан чăрмав-йывăрлăхсене тĕпе кăларса тăратать. Пушă «илем», чакăр сăрăсем, пурнăç кичемлĕхне кăштах сирес, куракана тĕрлĕрен майпа астарас-илĕртес тени пачах та çук автор шухăш-тĕллевĕнче. Уншăн чи кирли - халăх историйĕн философи содержанийĕ, чăваш характерĕн, чун-кăмăлĕн тĕпри енĕсем, тĕнче туйăма палăртакан малти пахалăхсем».
Çак произведенипе автор пире, паян пурăнакан чăвашсене, хамăршăн пур майпа та çине тăма кирлине аса илтерет, чăмăртанма чĕнет. Пуласлăхшăн паянхисем яваплине туйтарать. Ĕненĕве, шанăçа çухатмасть: «Пин çуллăхсен пушарĕ витĕр умра куратăп йăхăма», - тет.

Надежда Смирнова ("Хыпар")
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 616 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz