Ытларикун, 05.11.2024, 22:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Чÿк » 15 » ЧНК Президиумĕ 11 комитет йĕркеленĕ
ЧНК Президиумĕ 11 комитет йĕркеленĕ
17:16
Сăн ÿкерчĕк
Чӳкĕн 13-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Кун пирки конгресăн сайчĕ пĕлтерет. 
Ларура пăхса тухнă тĕп ыйтусенчен пĕри VIII Аслă Пухăвăн йышăнăвĕсене редакциленĕ хыççăн тепĕр хут сӳтсе явса çирĕплетесси пулнă. Президиум пайташĕсем Чăваш Республикин патшалăх тата вырăнти органĕсемпе тачă çыхăну тытса чăваш халăхĕн хăйевĕрлĕхне, йăли-йĕркине, культурине тата чĕлхине малалла аталантарас енĕпе малашне те тĕллевлĕ ĕçлемеллине, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи тата урăх çĕршывсенчи чăваш наципе культура ушкăнĕсемпе çыхăнăва анлăлатмаллине, пĕрлештернĕ ĕç планĕ тумаллине палăртнă. 
Ларăва пухăннисем Конгресăн тĕп ыйтăвĕсемпе ĕçлеме 11 комитет туса хучĕç. Вăл шутра — чăваш ялне аталантарас, халăх сывлăхне сыхлас, ăна социаллă хӳтĕлев парас, культура, вĕрентӳ шайне ӳстерес тĕлĕшпе ĕçлекеннисем. Унсăр пуçне тĕрлĕ ушкăнсене пĕрлештерме, сăмахран, çамрăксен тата хĕрарăмсен ыйтăвĕсене çĕклеме, ятарлă комитетсем пулĕç. 
«Чи кирли — эпир кунта калаçни сăмах купи кăна пулса ан юлтăр. Çанă тавăрса пуринпе те çураçуллă ĕçлемелле», — ларăва вĕçленĕ май ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов çапарах сăмахсем каланă.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 448 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: ЧНК | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Чÿк 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 4
Хăнасем 4
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz