Чăваш ăс-хакăл тата ÿнер академийĕн сайчĕ Шупашкарта наци вулавăшĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Кăçал Академие çĕнĕ Президент ертсе пынипе, влаçрисем хистенипе çĕнĕ Устав йышăннипе тата кашни ăсчахăн аттестаци витĕр тухмаллипе Пухăва халăх йышлă пуçтарăннăччĕ. - Хальлĕхе чăваш наци академийĕнче 194 ăсчах хисепленет, - терĕ пухăва ертсе пыракан И.С.Дубанов. - Паян тата 17 çынна илме хатĕрленетпĕр.Çитмĕл ăсчахăн докуменчĕсем йĕркеллĕ, ыттисен вара - заявленийĕ те, пичетленнĕ ĕçĕсен списокĕ те, автобиографийĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те çук. ЧНАНИ Президенчĕ Е.Е.Ерагина Академири лару-тăрупа тата паянхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. P.S. Хастар чăвашсене пĕлме. Халăхра тата ăсчахсем хушшинче час-часах тĕл пулакан пăтăрмахсенчен пăрăнас тесен ЧНАНИче пур виçĕ сумлă ят çинчен çырса ăнлантарни вырăнлă. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ «Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ», «Хисеплĕ ăсчах» тата «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятсем парать. Паллах вĕсене тивĕçлĕ çынсем академийĕн президиумĕ, вырăнти уйрăмпа филиал сĕннипе анчах илме пултараççĕ. Ун валли çак документсемпе хутсене тăратмалла: автобиографи, пичетленнĕ ĕçсен списокĕ тата чăваш историйĕпе, культурипе, таврапĕлĕвĕпе, ăслăлăхĕпе, ӳнерĕпе, халăх йăли-йĕркине чĕртессипе, юрри-ташшине сыхласа хăварассипе, ал ĕç ăсталăхĕпе çыхăннă çыру ĕçĕсем.
Çыпăçтарнисем: |