Ытларикун, 24.12.2024, 06:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Пуш » 4 » ЧĂВАШ ЮРАТĂВĔН ŸНЕРÇИ («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары )
ЧĂВАШ ЮРАТĂВĔН ŸНЕРÇИ («Ровесник (Тантăш)», Чебоксары )
18:36
Сăн ÿкерчĕк
Василий Эктелĕн «Лили» кĕнекине тăрăшсах вуласа тухрăм. Пуян чĕлхепе çырнă хайлавсем мана питĕ килĕшрĕç. Мĕнле хитре иккен чăваш чĕлхи усă курма пĕлсен! Эпĕ унăн асамлă тĕнчинех кĕрсе ÿкрĕм пулас. Юрату сăнарĕсем мĕнлерех тата Эктелĕн! Ар çын юрату тĕнчине çапла вăйлă сăнласа пани тĕлĕнтерет. Ахăртнех вăл хĕрарăмсене юратнă, хисепленĕ. Вырăн çинчи савăшу та илемлĕ чĕлхепе ÿкерĕнет ун хайлавĕсенче, намăслăх çук. Чăн-чăн юрату туйăмĕсем, пилĕкрен аялти мар. Маншăн Эктел чăваш юратăвĕн ÿнерçи пулса тăчĕ. Тата вăл чăваш Пушкинĕ те пулĕ, Бунинĕ те. Хăйне пĕлместĕп, курман. Анчах вăл мана ăслă, тарăн шухăшлама пĕлекен, хĕрарăм чунне ăнланма пултаракан çын пек туйăнса кайрĕ. 
Питĕ кăсăклă япала вăл – юрату. Кам мĕнле ăнланать иккен. Эктел таса юрату шырать. Набоковăн пеккине мар, чун шайĕнчине. Ясарлăх тĕнчин тÿнтер енĕсене тавăрса кăтартма пикеннĕ вăл, хай çав тĕнчере пулса курнăран та пуль. 
Валери Туркай вара хăйĕн 2003 çулта тухнă «Чунăм манăн, чунăм...» кĕнекинче (152-мĕш стр.) тĕнче илтмеллех кăшкăрать:

Эп... ясарлăхшăн çĕклесшĕн çакă черккене! 
Эп... ясарлăха мухтасшăн çак кĕрекере! 
Никамран та пытармастăп хам ясаррине. 
«Сывă пултăр, – теп, – ясарлăх ĕмĕр-ĕмĕрех!» 
Мĕн, салма çиме-им килнĕ эп çак тĕнчене. 
Мĕн, тăмран-им мана тунă аттепе анне.

«Ясар» самаха М.И.Скворцов вырăсла «распутство, разврат; блуд» тесе куçарать. Чăваш халăх поэчĕ вара ясарлăхĕпе мухтанать. Ку темăна ăслăлăх шайĕнче тишкерсе, кăмăл-сипетпе этика тĕлĕшĕнчен пурнăç таппинчи ясар саманан тÿнтер енне кăтартса публицист куçĕпе çутатмалла. Кунта гендер ыйтăвĕ те питĕ çивĕч. Сăмахран, çыравçă ар çынсем хĕрарăм çине мĕнле куçпа пăхни... 
Эктел ясар-пасар саманинче те таса та чăн-чăн юратăва мала хуни; çак хаяр тĕнчери хĕрарăм шăпи пирки пăшăрханни; ăна юратма, упрама пĕлменни çинчен çав тери илемлĕ чĕлхепе тарăннăн шухăшласа çырса кăтартни тĕлĕнтерет. Вăл хĕрарăмра чун хавалĕ, юрату шырать. Уншăн çак таса туйăм таçта урăх çĕрте мар, чăн-чăннипех – чĕрере.
Юриспруденци факультетĕнче вĕреннĕ чухнехи аса килет. «Судебная медицина» дисциплинăна пĕр ватă та питĕ интеллигентлă хĕрарăм ирттеретчĕ. Пĕррехинче тĕлĕннипе çапла каланăччĕ вăл: «Мана хамăрăн пуласлăх хăратать. Паянхи çамрăксем юратăва кутăн-пуçăн ăнланаççĕ. Нумаях пулмасть практика занятийĕнче эпĕ пĕр студенткăран этем ÿт-пĕвĕн юрату хăватне упракан органне кăтартма ыйтрăм. Вăл пĕр иккĕленмесĕрех шприцне ар çын кĕлеткине сăнлакан муляжăн кăвапинчен аяларахри пайĕнчен тирчĕ. Эпĕ хирĕçлесе Амур хăйĕн çĕмренне яланах чĕререн тĕлленине аса илтерсен – пĕтĕм аудитори кулса ячĕ»... 
Тата хампа пулса иртни. Шкулта ĕçленĕ чух вуннăмĕш класри хĕрсем урокра çапла каланăччĕ: «Надежда Алексеевна, эсир пурнăçран юлнă. Халь «вырăнсăр» нимĕн те пулмасть. Вăл – укçа та, карьера та, йăлтах-йăлтах. Чун-чĕре юратăвĕ пирки текехрен ан асăнăр та – сирĕнтен кулса вилĕç»... 
Çак ясар-писер япаларан ачасене мĕнле сыхласа хăвармалла-ха тесе нумай шухăшланă. Ман шутпа «Лили» кĕнекене шкул программине те кĕртмелле, вара унпа ачасене воспитани парас ĕçре усă курма май пулĕ.

Надежда ГАВРИЛОВА.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 514 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 5
Хăнасем 5
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz