Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров кăларнă хушăвĕпе хатĕрлекен Чăваш Ен энциклопедийĕн виççĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Тăватă томлă энциклопедийĕн малтанхи икĕ томĕ тухнă ĕнтĕ: пĕри 2006 çулта кун çути курчĕ, тепри — 2008 çулта. Виççĕмĕшĕ, кăçал, 2010 çулта тухрĕ. Тăваттăмăшне вара 2011 çултах калăпласа пĕтересшĕн. Виççĕмĕш тома «М»-ран пуçласа «Се...» саспаллиллĕ статьясем кĕнĕ. Вулакансем кунта çутçанталăкпа, ӳнерпе, халăх сăмахлăхĕпе çыхăннă статьясем тупма пултарĕç. Статьясен чи пысăк пайĕ — чăвашсен хушшинче палăрнă уйрăм çынсем пирки каласа параканнисем. Энциклопедине хатĕрлес ĕçре 200 яхăн ăсчах тăрăшать — вĕсен шутĕнче 16 ăслăлăх тухтăрĕ те пур. Редакци канашĕнче пурĕ 26 çын, ун председателĕ — Николай Васильевич Фёдоров. Кĕнеке çитес вăхăтра лавккасене çитĕ — туянма ан манăр.
Çыпăçтарнисем: |