Тин кăна тенĕ пек Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ хатĕрленĕ «Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин» 1-мĕш томĕ пичетрен тухрĕ. Нумай-нумай çул хатĕрленĕ ăнлантару словарĕ вулакансем патне çитрĕ. Нумай томпа кӑларма палӑртнӑ ӑнлантару словарĕн пӗрремӗш томӗ А — И саспаллисенчен пуҫланакан сӑмахсемпе паллаштарать. Авторсем чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе илемне туллин кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вулакан кашни сӑмахӑн пӗлтерӗшӗпе е пӗлтерӗш ярӑмӗпе, ҫирӗпленнӗ ҫыхӑнӑвӗсемпе тата стилистика уйрӑмлӑхӗпе паллашма пултарать. Тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсемпе пӗрлех сайра тел пулаканнисем те, кивелнисемпе вӗр ҫӗннисем те ку словарьте вырӑн тупнӑ. «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнеки» тӑван чӗлхене хаклакан, ӑна тӗплӗрех пӗлме тӑрӑшакан кашни ҫыншӑн интереслӗ те усӑллӑ пулӗ. Çитес вăхăтра ăна эсир «СУМ» лавккара туянма пултарăтăр.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/2119.html
Çыпăçтарнисем: |