Тунтикун, 02.12.2024, 22:17
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 25 » Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр!
21:57
Сăн ÿкерчĕк
Тăвансемĕр! Паян - Аслă Вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнă кунĕ тата Чăваш чĕлхи кунĕ. Тăван чĕлхе - чун апачĕ. Вăл чăвашăн чун ăшшине тытакан пĕртен-пĕр ырă пулăм, нацилĕхе палăртакан тĕп ăнлав.
Анне – пĕрре‚ тăван чĕлхе те пĕрре. Чăваш чĕлхи анне сĕчĕ пек‚ вăл – чĕре варринче. Анне пире пурнăç парнелет пулсан‚ чĕлхе пĕлÿ тĕнчине çул уçать.
Нестер Янкас пĕрлĕхĕн чăвашла сайтне уçăлнăранпа 11 уйăх çитрĕ. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, çав хушăра сайта кĕрсе тухакансен шучĕ  1365 çынна çитрĕ. Вĕсем сайта 1556 хут кĕрсе пĕтĕмпе 36922 страница уçса пăхнă. Камсем тата хăш çĕршыв çыннисем Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçĕ-хĕлĕпе тата сайта вырнаçтарнă Чăваш çĕршывĕ, унăн культурин аталанăвĕ тата Трак ен культурин çитĕнĕвĕсем çинчен çырнă чăвашла материалсемпе кăсăкланаççĕ-ха? Пĕлме питĕ интереслĕ! Пирĕн сайта Раççей (97%), Норвеги (1%), Швеци (0,8%), Германи (0,5%), Америкăн Пĕрлешÿллĕ Штачĕсем (0,4%), Эстони (0,4%), Украина (0,3%), Беларуç (0,3%), Турци (0,3%), Чехи (0,1%), Болгари (0,1%), Франци (0,1%), Латви (0,1%), тата Израиль (0,1%) çыннисем кĕрсе тухаççĕ иккен. Юлашки вăхăтра Англирен, Грецирен тата Литваран хăнасем пур. Пурĕ - 17 çĕр-шывран.
Чăваш пурнăçĕпе чăвашсемех интересленеççĕ пуль ĕнтĕ. Ют çĕшыва ĕçлемешкĕн куçса кайнă чăвашсем те  тăван çĕршывшăн тунсăхлаççĕ пулас. Апла пулсан -  сайт ĕçлет, сайт пурăнать. Çапла пултăрах!
Раççее илес пулсан, сайта ытларах Чăваш çĕршывĕн çыннисем (75%), Мускав çыннисем - 12%, Санкт-Петербург - 3,5%, Екатеринбург - 2,5%, Уфа - 3%, Калининград - 2%, Самара - 1,5%, Хусан - 2%, Петрозаводск, Кемерово, Архангельск, Хабаровск, Набережные Челны (Çыр Чаллă), Ульяновск (Чĕмпĕр), Саратов - 1% кĕрсе тухаççĕ. Раççей чăвашĕсем чăваш чĕлхипе интересленме пăрахман-ха иккен. Шĕкĕр турра! Тав маттур чăвашсене!
Тăван сăмах – халăх чунĕ. Ачана тăван чĕлхене вĕрентмесен ун чунне тискеррĕн вĕлеретĕн. Авалхи халăхсем хăйсен чĕлхисене упраса хăварма тăрăшнă. Амăшĕн чĕлхине йышăнман çын хăйĕн ашшĕ-амăшне те‚ тăван ялне те юратмасть‚ чăваш халăхĕпе çĕршывăма та хисеплемест тенĕ. Мăн асаттесен чĕри витĕр тухнă‚ пирĕн этноса упрама пулăшнă еткерлĕхе малалла тăсасчĕ.
Пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр! Чăваш чĕлхи пĕтмест - вăл тĕнчипех янăрать. Малашне те çапла пултăрах! Çак ĕçе эсир те хутшăнма пултаратăр: чăвашла статьясем, текстсем, хыпарсем ярса парăр. Хаваспах йышăнатпăр.

Салампа - сайт админĕ (mixaj_58@mail.ru)
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 888 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz