Тунтикун, 02.12.2024, 21:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Ака » 13 » Çĕнĕлле сăн-сăпат кирлех ("Ял пурнăçĕ")
Çĕнĕлле сăн-сăпат кирлех ("Ял пурнăçĕ")
00:44
Сăн ÿкерчĕк
"Ял пурнăçĕ” хаçата тимлесе вуласа пыратăп. Унта яланах хама хумхантаракан хыпарсем, шухăшсем, сĕнÿсем тупатăп.
Акă, сăмахран, кăçалхи мартăн 26-мĕшĕнче тухнă номерте Л. Малтикасăн "Урам илемĕ йывăçра” статйи мана тарăн шухăша ячĕ. Автор унта Америка вĕрени çинчен сăмах хускатать. Чăн та, ку йывăç район центрне хăйĕн айне тума тытăнчĕ. Уйрăмах çак пусмăрçă унччен "Теремок” ача-пăча сачĕ пулнă çурт хыçĕнчи хуçасăр çырмара (ÿкерчĕкре) вăйлăн аталанни палăрать. Ăна никам та лартман, шăварман, тавралла кăпкалатман. Çав йывăçăн патварлăхĕпе такам умĕнче мухтанма никам та тивĕçлĕ мар. Çырми хуçасăрри сăрт хĕррине пырса тăрсанах палăрать. Америка вĕренине ĕрчетме хуçасăрлăх пулăшать. Вăл йывăçпа татăклă кĕрешĕве тухма пирĕн вăй-хăват тата ку çырман чăн-чăн хуçа çук-ши? Çак шухăш мана çăва тухсанах пусмăрлама тытăнать. Ку йывăçсем асăннă çырма хĕрне тухакан пирĕн çĕр улми вырăнĕ çине юр çунă пекех хăйсен вăррисене сапма пуçлаççĕ. Анкартине икĕ хут (çуркуннепе кĕркунне) сухалани çеç Америка вĕренин пусмăрĕнчен хăтарать. Пускилсем çак ĕçе туса ирттермеççĕ. Вĕсен анкартинче çавапа çулмалăх ÿссе каяççĕ. Унăн хунавĕсене чун чăтайманнипе çăвĕпех касса тăратăп.
Л. Малтикаса ĕненес пулсан, çак йывăç выльăх-чĕрлĕхшĕн, çын сывлăхĕшĕн те питĕ сиенлĕ. Хăйĕн ĕнентерĕвĕнче вăл биологи ăслăлăхĕн кандидачĕ Евгений Едранов палăртни çине тайăнать. Ученăй та, Л. Малтикас та çак йывăçшăн ялта вырăн пулмалла мар тесе вут-хĕмлĕ чĕнÿсем тăваççĕ. Анчах лавĕ вырăнтан тапранĕ-ши?
Карл Маркс урамĕнче Америка вĕренин кати Михайловапа Алексеева умĕнче ешерет. Кĕркуннепе кунта выльăх çимен çулçă чĕркуççи çÿллĕш пухăнать. Анчах та кĕтĕве каякан тата унтан килекен выльăхсем ирхине те, каçхине те ăна астивсе пăхмаççĕ. Кам лартнă-ши вăл йывăçсене: урам илемĕшĕн е илем çав çыншăн шăл витĕр сурмалли сăмах кăна пулнă?
Ман шутпа, ирсĕрлĕхе аталантаракан çырман чăн-чăн хуçи пулмалла. Çăва тухсан ку вырăна уйрăм килĕшÿпе пĕр-пĕр çынна выльăх-чĕрлĕх кăкарса усрама арендăна памалла. Михайловпа Алексеевсен умĕнче, кунти Америка вĕренисене тĕпренех касса, урăх йывăçсем (çăка) лартма тивĕçлĕ хушу памалла вырăнти влаçсен.
Илемлĕ, питех те илемлĕ Карăк сăртĕнчи хыр-чăрăш вăрманĕ. Çак илемлĕхе çынсем çитĕнтернĕ. Район центрĕнчи кахалсен вăрманлăхне тĕппипе пĕтерме тивĕçлĕ вăй-хăват тупмаллах.

Ф. Григорьев
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 628 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz