Юнкун, 27.11.2024, 03:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2012 » Ака » 5 » Çĕнĕ кĕнеке: “Пурнăç йĕрки”
Çĕнĕ кĕнеке: “Пурнăç йĕрки”
16:42
Сăн ÿкерчĕк
Çак ятлă тата вăтăр пĕр юрăран тăракан 44 страницăллă кĕнекене авторсем — Н. Ершовпа И. Степанов — нумаях пулмасть-ха вулакан аллине çитерчĕç. 
Вăл авторсем çинчен каласа панипе уçăлать. Иккĕшĕ те — хамăр районсем, Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем. Николай Гаврилович — янкассем, Илья Романович вара — кушкăсем. Пĕрремĕшĕ сăвăсем хайлать, иккĕмĕшĕ вĕсене кĕвве хывать. 
"Çын çуралать пурăнма: 
Амăш сĕтне çитерет… 
Тутлă тĕлĕк курнă май, 
Пурнăç сăпки сиктерет”, — çырать Н. Ершов "Пурнăç йĕрки” сăвăра. 
Пурнăçа халалланă, атте-аннесене ырлакан, ентешлĕхе, тăван кĕтесе, тăван тавралăха мухтакан, ачалăха, çамрăклăха аса илтерекен, юратупа туслăха çĕклекен ытти сăввисем те çăмăллăн вуланаççĕ. 
Мăнаçлăх туйăмĕ те уççăнах палăрать. Акă "Иван Яковлева мухтаса” сăвăра Николай Гаврилович çапла пĕлтерет: 
"Вăл юратнă чăваш халăхне,
Вăл хăварнă сÿнми халалне. 
Пурăнар малаллах талпăнса — 
Иван Яковлева асăнса!”…
Кĕнеке "Анне пекех учительсем” юрăпа вĕçленет. 
"…Пире ялан ырă сунаççĕ 
Анне пекех учительсем”... — шăрçалать сăвăç. Ăна кĕвве хываканăн та чун-чĕри çав тери хăпартлануллă. Сăмах май, кĕнекери кашни юрăнах нотисем пур. Çакă пултаракана хăвăртах ăна алла илме пулăшать. Çавăнпах ку кĕнеке юрра-кĕвве юратакан кашни çыншăнах усăллă та хаклă пуласса шансах тăратăп. 
Авторсене "Пурнăç йĕрки” кĕнекене вулакансем патне çитерме Красноармейскинчи ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем пулăшнă.

В.Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 559 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
30

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz