Урамра та кĕçĕр ытарми çанталăк, Çаврака çут уйăх çăлтăр кӳллинче. Кĕçĕр Çĕн çул каçĕ. Иртрĕ пĕр çулталăк. Хăнасем уявăн мăн кĕрекинче. Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар, Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа Çĕн Çула чыслар. Пурнăç хăмăтне халь талпăнса туртмашкăн Çăмăл мар кирек кама та, çăмăл мар. Икĕ ал валли те кирлĕ ĕç тупмашкăн Тӳр килет тăкмашкăн сахал мар-çке тар. Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар. Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа Уява чыслар. Ерипен пулин те пурнăçа кĕрсен Кăмăл-туйăм йĕнерленĕ ĕмĕтсем. Икĕ алăра юратнă ĕç пулсан Пурăнатпăр-ха, пурăнатпăр, тусăмсем! Çĕн Çулпа! Çĕн телейпе! Черккесем йăтар. Ӳлĕм те пĕр-пĕринпе Туслă пурăнар. Шăкăл-шăкăл калаçса Чунсене уçар. Юрласа та ташласа. Çĕн Çула мухтар. (Анатолий Чебанов)
Çыпăçтарнисем: |