Трак Ен тăрăхĕнчи Чатукасси ялĕнче пурăнакан ывăнма пĕлмен тата тараватлă чăваш хĕрарăмĕ Антонина Герасимовна Львова 2009 çулта вулакансене хăйĕн пĕрремĕш кĕнекине "Манăçми сăнарсем” ятпа парнелерĕ. Кăçал вара унăн иккĕмĕш пысăк ĕçĕ — "Сувар сăмахĕ” кĕнеки 1 пин экземпляр тиражпа кун çути курчĕ. Ку хутĕнче А. Г. Львова халăха хăйĕн 1975—1995 çулсенче çырнă сăввисемпе юррисене тата пурнăç пирки шухăшланисене сĕнет. Сăмах май, ĕçчен те пултаруллăскер, кăçалхи майăн 5-мĕшĕнче 82 çул тултарчĕ. Вăл шкулсенче çамрăк ăрăва чылай вăхăт чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, чи маттуррисене явăçтарса кружок та йĕркеленĕ. Ялсен, шкулсен историне тĕпченĕ, вырăнти çынсен пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе интересленнĕ. Çак кĕнекене кĕнĕ сăвă-юрăсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче фронтри паттăрсемпе тылра вăй хунă хĕрарăмсен пурнăçĕпе таччăн çыхăннă, мĕншĕн тесен автор хăй те çав тапхăрти йывăрлăха ялта тÿсĕмлĕн чăтса ирттернĕ. Çавăнпах пуль Антонина Герасимовнан ыттисене каласа памалли темĕн чухлех. Кĕнекене мĕншĕн "Сувар сăмахĕ” ят панă-ха? А. Г. Львова çирĕплетнĕ тăрăх, суварсем историлле ята ялан сăвапланă. Урăх тĕне йышăнман вĕсем — тăван халăх йăли-йĕркине упраса хăварма çине тăнă. "Сувар” сăмахăн пĕлтерĕшĕ нумай. Халăх ятне хисеплесе сăввăмсенче те "сувар” тесех шăрçаларăм”, — çырать ум сăмахра Антонина Герасимовна. Кĕнекере сăн ÿкерчĕксем те пур. Вĕсенчен пĕринче Чăваш Республикин Президенчĕ М. В. Игнатьев та сăнланнă. Шупашкар районĕнчи "Прогресс” хуçалăх председателĕнче вăй хунă чухне Михаил Васильевич Антонина Герасимовна шăллĕне — Степан Герасимович Герасимова нумай сĕнÿ-канашпа пулăшнă-мĕн. Кĕнекене пĕр канмасăр вуласа тухрăм. Çыравçă чĕлхи яка пулни мана та савăнăç кÿчĕ. Кĕнекене К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ пичете сĕннĕ. Проект ертÿçисем — истори ăслăлăхĕсен докторĕ В. П. Иванов тата Ю. А. Львов тавра пĕлÿçĕ. Сумлă çак ĕçшĕн Антонина Герасимовнана та, вĕсене те пысăк тав.
В.Данилов
Çыпăçтарнисем: |