Тунтикун, 02.12.2024, 17:46
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Пуш » 26 » ĂÇТАРАХ-ШИ МАНĂН ТЕЛЕЙĔМ?
ĂÇТАРАХ-ШИ МАНĂН ТЕЛЕЙĔМ?
21:46
Сăн ÿкерчĕк
«Салам, салтакăм! Мĕнле эс унта, мансăр?.. Эпĕ питĕ тунсăхларăм. Таврăнсам часрах! Эпĕ сана кĕтетĕп, телейĕм!» – çак сăмахсемпе Марина салтак патне шăрçаланă çырăва вĕçлерĕ. Унтан юратнă çыннин сĕтел çинче рамкăра ларакан сăнӳкерчĕкне аллине илчĕ те асаилӳсен авăрне путрĕ. Чӳречерен шакканипе шартах сикрĕ хĕр, юхса аннă куççульне шăлса илнĕ май çурма сасăпа тем пăшăлтатрĕ: «Кама мĕн кирлĕ тата? Вăхăт та миçе ĕнтĕ!» – пулчĕç унăн сăмахĕсем. Хĕр чаршава сирчĕ те чӳрече леш енче çывăх тусне, хыçалти касра пурăнакан Лизука курах кайрĕ.
– Уç-ха алăкна, мĕн куçусене чарса пăрахрăн? Мана пĕрремĕш хут куратăн-им? – сăмах хушрĕ чăтăмсăрскер.
Марина юлташĕ васкаттарнипе ним те чĕнмерĕ, урамалла васкарĕ.
– Марина... Саламлатăп сана! Тинех кĕтсе илтĕн салтакна! Ах, Мариночка... – ниçта кайса кĕреймерĕ Лиза, пĕтĕм вăйĕпе тусне ыталаса илчĕ.
– Мĕн тетĕн? Мĕнле салтак? – тĕлĕнчĕ пике.
– Ак тата... Саша таврăннă хĕсметрен! – терĕ те каллех юлташне ыталарĕ.
– Вăл мана пĕр уйăхран çеç таврăнатăп терĕ-çке, – тĕлĕнчĕ хĕр.
Марина капăрланчĕ – хитре юбка тăхăнчĕ, çӳçне тураса якатрĕ... Икĕ тантăш клубалла вĕçтерчĕç. Кунта çамрăксем нумайăн пуçтарăннă иккен, кӳршĕ ялсем те чылайăн. Марина Сашăна салтака ăсатнăранпа дискотека енне маннăччĕ, ашшĕ-амăшĕ патне канмалли кунсенче хуларан килсен те ниçта та тухмастчĕ.
Ак Марина клуба кĕрсе тăчĕ, куçĕпе савнине шырарĕ – тупрĕ. Ним тума пĕлмерĕ пике, пĕр вырăнта хытса тăчĕ – ни малалла, ни каялла ярса пусаймарĕ, сасси çĕтрĕ, шултра тăварлă куççулĕ çеç пит çăмарти тăрăх кĕрен тути çине юхса анчĕ... Саша ют хĕрпе ыталанса тăни çапса хуçрĕ Маринăна. Унтан хĕр урама тухрĕ те ĕсĕкле-ĕсĕкле ăçтине туймасăр чупрĕ те чупрĕ. Ял вĕçне çитнине те сисмерĕ вăл – ури вăйĕ пĕтнипе юр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Тахçанччен тӳпенелле пăхса выртрĕ. Мĕн шутларĕ-ши вăл? Пĕлместĕп. Çăлтăрсем кăна ăнланчĕç пуль ăна паян, тата – аслă уйăх. Çил ачисем те вылясшăн пулчĕç унпа – пилĕкĕ таран ӳснĕ çӳçĕсене арпаштарчĕç...
Тепĕр кун ирхине Микулайсен Марини çухални çинчен калаçрĕç ялта. Пĕтĕм ял-йыш шырарĕ ăна, Саша та хăйĕн айăпне ăнланчĕ-тĕр. Тупрĕç пикене, ял хĕррипе иртсе каякан çул айккинче темиçе сехет выртнăскере тӳрех больницăна ăсатрĕç.
– Эх, юрату тесе хăвна хур турăн, хĕрĕм, – йĕчĕ амăшĕ. – Пăхман хĕвеле вăйпа пăхтараймăн çав. Халь ак кама кирлĕ пулĕ-ши чирлĕ арăм?..
Марина больницăра нумаях выртмарĕ – сывлăхĕ аванланма пуçласан часах киле ячĕç ăна. Тăм илнĕ кĕлетки сывалĕ-ха, чунĕнчи суранĕ вара – нихăçан та... Юратнă салтакĕ çамрăк хĕрĕн пуçĕнчен тухма пĕлмерĕ, унăн ултавĕ хĕрĕн çепĕç чĕрине пĕрмай ыраттарчĕ.
...Кунсем, çулсем иртрĕç, Маринăн та пурнăçĕ тĕк тăмарĕ – иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Никита, Калининград хулинче пурăнаканскер, хăй патне илсе кайрĕ ăна. Ют çĕрте малтан йывăртарахчĕ пикене, çапах та парăнмарĕ вăл – пулса иртнине манма тăрăшрĕ. Тăван кĕтесрен килсе тăракан çырусем вăй паратчĕç. Пĕррехинче амăшĕ Саша арăмĕпе уйрăлса тухса кайнине пĕлтерчĕ, пĕчĕк пепкине те хĕрхенмен иккен арçын.
«...Салам, Марина! Пĕрремĕш йĕркесенчех санран каçару ыйтасшăн... Пĕлетĕп, сана халь чăтма çук йывăр. Ăнлантăм, сана çеç юратнă иккен эпĕ... Таврăнсам ман пата!..» – çакăн пек сăмахсем çырнă çыру илчĕ пĕррехинче Марина. Саша ĕмĕрĕпе пĕрле пулма шантарать ăна.
– Çук! Нихăçан та... Текех нихăçан та сан капкăнна лекмĕп, çăткăн. Кирлĕ мар мана ун пек юрату, кирлĕ мар... – вуласа тухнă хыççăн чăтса тăраймарĕ Марина, куççульпе чыхăнчĕ, чунĕнчен тухакан сăмахĕсем çеç ырату, хурлăх вĕçленнине систерчĕç.
■ Полина НУХРАТОВА.
ЧПУ студентки.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 641 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz