
Дмитриев М.В. Шупашкар хулинче 1955 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче ҫуралнă. 22-мĕш тата 23-мĕш номерлĕ шкулсенче пĕлÿ пухнă. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра Степан Максимов ячĕллĕ музыка шкулĕнче ăсталăха туптанă. 1975 ҫулта Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине баян класне вӗренсе пӗтернӗ, хӑйӗн ӗҫ биографине Красноармейски салин музыка шкулӗнчен пуҫланӑ. Пӗр вӑхӑтрах районти культура ҫуртӗнче те аккомпаниаторта ӗҫленӗ. 1977 ҫулта Михаил Васильевич районти "Сельхозтехника" пӗрлешӳ ҫумӗнчи вокалпа инструментсен ансамбльне йӗркеленӗ. Ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ. Ертÿҫӗ кӗвӗ тӗнчине юратнипе, ӑна тӑрӑшса аталантарса пынипе ансамбль кӗске вӑхӑтрах пысӑк ҫитӗнусем тума пултарнӑ. Хӑйӗн таланчӗпе вӑл район ҫыннисене ҫеҫ мар, ун тулашӗнчисене те тӗлӗнтернӗ. 1983 ҫулта республикӑри "Шӑран, юрӑ"телефестивальте вăл ертсе пыракан коллектива ялти ансамбльсем хушшинче лайӑххисен шутне кӗртсе палӑртнӑ.
1987 çултан &
...
Малалла вула