Ку çул Янкас пĕрлĕхĕшĕн юбилейлă. Ăна йĕркеленĕренпе раштавăн 22-мĕшĕнче 30 çул çитет. Тĕллев — уява (ăна раштавăн 24-мĕшĕнче йĕркелеме шутлатпăр, унта кашниех çитессе шанатăп, правлени членĕсен, унчченхи тата хальхи мĕнпур лауреатсен ятарласа чĕнмесĕрех çитмелле) тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттересси. Ку чухне пĕрлĕх 25 çул тултарнă тапхăрти опытпа анлăн усă курмалла, çав ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Хамăр ĕçе пуянлатса пынă май вĕсем пулаççех. Тĕслĕхрен, пĕрлĕхĕн тĕрлĕ тапхăрти ертỹçисене уявра калаçтармаллах пуль кĕскен, вĕсене пĕрлĕх членĕн билечĕсемпе тивĕçтермелле, значокĕсене çакмалла. Билетсемпе значоксем парасси те вăл çĕнĕлĕхсенчен пĕриех. Билетпа значок хамăр ĕçе ячĕшĕн мар, формализмсăр, тивĕçлĕ шайра туса пыни. Уявра çавна кăтартни кирлех. Лауреатсене медальсем, дипломсем пани йăлана кĕнĕ йĕрке. Халĕ ку ĕçре те çĕннине кĕртетпĕр. Кандидатсене тăратакан организацисене хамăрăн коллективлă членсен йышне, вĕсенчен взнос (500 тенкĕ) илетпĕр, çа
...
Малалла вула