Ытларикун, 19.11.2024, 18:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2019 » Çу » 16
Сăн ÿкерчĕк

Чăвашсен паллă поэчĕ Нестер Янкас (Н.К. Ефимов) çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Асран кайми юрăç пулам-и?» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ

Нестер Янкас ăçта тата хăçан çуралнă? Янкас сăмах (псевдоним) мĕне пĕлтерет? Поэт-çыравçăн ытти псевдонимĕсене калăр.

Нестер Кириллович Ефимов (Янкас) 1919 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Етĕрне уесĕн Упи вулăсĕн Янкас ялĕнче (халĕ – Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрет) вăтам хресчен çемйинче çуралнă.

Янкас сăмах Н.И. Ашмарин словарĕнче «юмахри сăнара» е «йăх ятне» пĕлтерет тесе çырнă. Тĕрĕк чĕлхине илес пулсан, термин «çĕнĕ ял», çĕнĕ касă» тенине çывăх тăрать.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 281 | Хăçан хушнă: 16.05.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

РФ Журналистсен Союзĕн членĕ, Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, “Çавалпа Шетмĕ кĕввисем” фестивальсен лауреачĕ, нумай очерксен, калавсен, сăвăсен, юрăсен, брошюрăсемпе кĕнекесен авторĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор Иван Афанасьевич Прокопьев çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Вăл 1949 çулта Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Янкасри 8 çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухнă. Шкул çулĕсенче Çĕньял Упи ялĕнчи библиотекăра вăл вуламан кĕнеке те хăварман пулĕ. Районпа республика хаçачĕсен редакцийĕсемпе тачă çыхăну тытнă, вĕсен страницисенче тăтăшах вăл çырнă информациллĕ заметкăсем, корреспонденцисем, тĕрленчĕксем кун çути курнă. Вăл вăтам шкул пĕтернĕ çул (1966) И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăспа чăваш уйрăмĕнче пуçласа журналистсем хатĕрлеме пуçланă. Район çĕнĕрен йĕркеленсен, “Ял п ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 286 | Хăçан хушнă: 16.05.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2019  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 6
Хăнасем 6
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz