Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх 2018 çулшăн литературăпа ÿнерте тата культура аталанăвĕнче палăрнă пултаруллă çынсене Нестер Янкас ячĕллĕ Преми памашкăн кандидатсем тăратмашкăн халăх умне сĕнÿпе тухать. Кандидат çинчен калакан автобиографипе характеристикăна тата ăна тăратакан организацин ыйтса çырнине Преми паракан комиссине 2019 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕччен çитермелле.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енĕпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, республикăмăрти тата районти ял çыннисен тĕрл
...
Малалла вула