Чăваш музыка культури пысăк çухату тÿсрĕ. 76 çула кайса Илья Романович Степанов композитор вилсе кайрĕ. Композитор 1941 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Кушкă ялĕнче çуралнă. Ачаллах хăй тĕллĕн купăспа тата баянпа калама вĕреннĕ. Кушкăри тата Ман Шетмĕри шкулсенче пĕлÿ пухнă. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн комсомол путевкипе Магнитогорск хулинче вăй хунă, электросварщик профессине алла илнĕ, «Водоканал» организацире ĕçленĕ. Уралта 6 çул пурăннă хыççăн Ф. Лукин композитор чĕннипе Чăваш Ене таврăннă. Çĕрпỹ хулинчи Культура çурчĕн илемлĕх ертỹçин ĕçне кỹлĕннĕ, хĕрсенчен хор йĕркеленĕ. Заочно майпа пĕлĕвне тарăнлатнă. Дипломлă пулса тăрсан, Муркашри Культура çуртне ĕçлеме куçнă. Пилĕк çул тăрăшнă вăл кунта: директор та, илемлĕх ертỹçи те пулнă. Пысăк хор чăмăртанă. Хăйĕн çĕнĕ юррисене пичетленĕ. Чăваш поэчĕсемпе — П. Ялкирпа, Ю. Сементерпе, Г. Беловпа, П. Голицинпа, В. Харитоновпа, Ю. Петров-Вирьялпа тачă çыхăну тытнă. Чăв
...
Малалла вула