Чăваш наци конгресĕн 2016-мĕш çулхи Мăн Канашĕ иртрĕ Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче конгресăн Мăн Канашĕн пайташĕсем çулталăка пĕрре иртекен ларăва пуçтарăнчĕç. Ларăва ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. "Хисеплĕ Мăн Канаш членĕсем, 101 пайташран 77-шĕ кунта пуçтарăннă, кворум пур, апла пулсан Мăн Канаш уçăлнă тесе пĕлтеретĕп",- терĕ Николай Федорович. ЧНК гимне - "Алран кайми" юрра пурте харăссăн тăрса юрланă хыççăн, конгресс Президенчĕ аякран кунта килнĕ ркгионсенчи чăваш автономийĕсен ертÿçисемпе - хăнасемпе паллаштарчĕ. Ларăва йĕркелесе пыма президиум суйларĕç. Мăн Канашăн кун йĕркинче виçĕ ыйту палăртнă: 1."Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен" калакан саккунĕ мĕнле пурнăçланса пыни. 2. ЧНК Президиумĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата унта улшăнусем кĕртесси. 3. Тĕрлĕ ыйтусем. Пĕрремĕш ыйтупа тĕп доклада Чăваш Республин Вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Светлана Владимировна Петрова турĕ. Вăл республикăра чăваш чĕлхине вĕрентесси мĕн
...
Малалла вула