«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем Трак тăрăхĕнче «Капкăн» журнала юратнине тепĕр хут курса ĕненчĕç. Мартăн 17-мĕшĕнче Пикшикри культура çуртне сатирăпа юмор журналĕн тусĕсем чылаййăн пухăнчĕç.
Вăхăт еккине нимĕнпе те тытса чараймăн. Çулсем пĕрин хыççăн тепри ылмашăнаççĕ. Ав «Капкăн» та 90 çул тултарчĕ. Анчах журнал ватăлать теме чĕлхе çаврăнмасть. Пачах тепĕр май: «Капкăн» çĕнелсе те вăй илсе, кăсăкланса та çунат сарса пырать çеç. Редакци ĕçченĕсем уява ирттерме Красноармейски районне ахальтен çитмен. Ку тăрăхра журнала çырăнса илекен, унпа тачă çыхăну тытакан нумай. Пикшикри «Шанчăк» пултарулăх ушкăнĕ хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илни - тем пысăкăш хисеп. Тăванлăх юрри, ырă та ăшă сăмахсем янăрарĕç алăк урати урлă каçнă-каçман.
Культура çурчĕн залĕ палăртнă вăхăта халăхпа тулнăпа пĕрехчĕ. Ватти те, вĕтти те курма килч
...
Малалла вула