Пирĕн тăван Трак енĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе çав тери пуянах мар пулин те, хăйĕн авалхи историйĕпе кăсăклă. Кунсăр пуçне вăл хăйĕн ĕçчен çыннисемпе, вĕсен район тăрăхĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă талантлă ĕçĕ-хĕлĕпе мухтавлă. Вĕсен ячĕ Чăваш енре кăна мар, Раççĕйĕпе те, тĕнчипе те паллă. Халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса ĕçлесе вĕсем çĕршыв сумне çĕкленĕ. Çак çынсемпе пирĕн хавхаланмалла, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе хальхи çамрăк ăрăва Тăван çĕршыва юратма, уншăн çине тăма вĕрентмелле. Вара пирĕн тăван тăрăх малалла чечекленĕ, унăн сумĕ тата çÿле çĕкленĕ.
Çакăн çинчен материал пухса сумлă кĕнеке кăларма тинех вăхăт çитрĕ пулмалла. Чăваш енри ытти районсем çакнашкал кĕнеке кăларма мехел çитерчĕç пулсан, эпир вара мĕнрен кая? Кун йышши икĕ кĕнеке кăларнă-ха эпир («Трак ен», 2000; «Люди и судьбы», 2005). Вĕсен тытăмĕ урăхларах пулнă. Эпир вара хамăр район историйĕпе культури, унăн çыннисем çинчен мĕн пĕлетпĕр, çавна пĕр кĕн
...
Малалла вула
|
|