2013 çулхи юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресĕн черетлĕ съезчĕ пухăнмалла. Вăхăт нумай юлмарĕ. Çынсен, тĕрлĕ ушкăнăн съезд умĕнхи шухăш-кăмăлне пĕрлештерес тĕллевпе «Хыпар» хаçатра «Калаçу тĕпелĕ» уçма сĕнетĕп.
Чăваш наци конгресĕ ĕçлеме пуçланăранпа икĕ теçетке çул иртрĕ. Вăл вăхăтра Раççей патшалăхĕнче те, чăваш халăхĕн кун-çулĕнче те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ улшăну пайтах пулчĕ. Чăваш конгресĕ çав улшăнусен вăхăтĕнче хăйĕн кирлĕлĕхне, чăмăртану хăватне, малаш туртăмне кăтартса хăварма пултарчĕ. Вĕсене халĕ аванах курса тăратпăр.
Чăваш конгресĕ юлашки çулсенче мĕн тунă е мĕн туманни çинчен каланисем, çырнисем çителĕклех пулчĕç. 20 çулхи юбилейĕнче каланă сăмахсем те пичетленчĕç. Чăваш халăхĕн «хÿтĕлев механизмĕн» шанчăклă тĕп шалтăрми - шăпах наци конгресĕ. Йĕркеллĕ ĕçлесен вăл халăхпа патшалăхшăн çав тери сулăмлă та сумлă ĕçсем тума пултарать. Тĕнче тăрăх сапаланса пĕтнĕ халăха пайăр-пайăр чăмăртаса Шупашкар тавра пĕрлештермелли лайăхра
...
Малалла вула