Çĕртмен 24-мĕшĕнче,
Республика кунĕнче, Шупашкарта
Акатуй иртĕ. Вăл яланхи пек Шупашкарти 500 çуллăх ячĕллĕ культурăпа куну паркĕнче пулĕ. Чăваш Ен культура министерствипе Шупашкар хула администрациĕ тата Шупашкарăн Мускав районĕн администрацийĕ пулăшнипе ăна Чăваш наци конгресĕ ирттерет.
Акатуй программи анлă — сире кунта театрланă курав, чăваш халăхĕн йăли-йĕркисем, чăваш юрри-ташши кĕтĕ. Курма пынисем умĕнче ятарласа Аттил патша тухса сăмах калĕ, унсăр пуçне ватă мăчавар та пулĕ.
Уйрăмах республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасем хатĕрленĕ кĕтессем кăсăклă пулĕç — пур район, пур хула хăйсен картине илемлетсе йĕркеленĕ.
Акатуй 11 сехетре уçăлĕ! Курма килас шухăшлисене пурне те хапăл туса йышăнĕç!