Тăваттăмĕш çул шкул ачисемпе вĕрентекенсем хушшинче иртекен литература ăмăртăвĕн пĕтĕмлетĕвне тума вăхăт çитрĕ. Кăçал çак конкурс «Ĕмĕтсен çăлкуçĕ» ятпа пулчĕ — хутшăнакансен хăйсен сăвă-калавне шывпа çыхантарса хайлама тиврĕ. Хушма темăна та суйланăччĕ — Атăлçи Пăлхарстан.
Тĕнче тетелĕнчи çак конкурса эпир ачасемпе çамрăксене тата чăваш чĕлхипе литературине, культурине вĕрентекенсене чăваш халăхĕн кун-çулĕпе кăсăклантарас, литература пултарулăхне аталантарас, çутçанталăкри, тăван тавралăхра пулса иртекен чи кăсăк енсене илемлĕ литература мелĕсемпе уçса пама хавхалантарас тĕллевпе йĕркеленĕччĕ.
Кăçал хутшăнакансем пĕлтĕрхи пек йышлăн пулмарĕç — 50 яхăн хайлав çеç килчĕ.
Вырăнсене çапла уйăрма май килчĕ:
6-7 классенчи ачасен сăввисем