Çак ятпа иртрĕ мартăн 22-мĕшĕнче Красноармейскинчи халăх пултарулăх çуртĕнче хамăрăн тепĕр паллă ентешĕн — хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторăн — Юрий Романовăн пултарулăх каçĕ. Ăна вăл çуралнăранпа 65 çул çитнине халалланă.
Каçа пынисем хаваслă та мал ĕмĕтлĕ, ырă кăмăллă та сăпайлă, тăрăшуллă та хастар çынпа паллашрĕç. Юрий Петрович хăй музыка тĕнчипе епле çывăхланни, кашни юррин кун-çулĕ çинчен кĕскен паллаштарчĕ. Хут купăспа илемлĕ кĕвĕсем вылярĕ.
Юбиляра саламлама тус-юлташĕсем, тăванĕсем, ĕçтешĕсем, ĕçлĕ çынсем тата аякри хăнасем пуçтарăннă.
Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, халăха вĕрентес ĕç пайĕн ертÿçи Ю. А. Васильева сăмах пачĕç. Вăл Юрий Романовăн пĕтĕм кăмăл туртăмĕ, тĕп тĕллевĕ çынсене савăнтарасси, ырă тăвасси пулнине палăртрĕ. Нумай çул хушши сцена çинчи ăсталăхне кăтартнăшăн ăна район администрацийĕн хисеп грамотипе чысларĕ.
Ăшă тĕл пулу каçĕнче Юрий Романов кĕвĕленĕ мĕн пур юрăсем янăрарĕç. Сăмахĕсене П. Çăлкуç, Н. Силпи, Н.
...
Малалла вула