Мартăн 6-мĕшĕнче Красноармейскинче хĕле савăнăçлăн ăсатрĕç. Уява район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Александров уçрĕ, пухăннисене праçник ячĕпе саламларĕ. Районти халăх пултарулăх çурчĕн ĕçченĕсем сцена çинчи уява йĕркелесе ертсе пычĕç. Ял тăрăхĕсен ушкăнĕсем юрă-ташăра тупăшрĕç, "Тĕлĕнтермĕш алсиш", "Камăн икерчи нумайрах та тутлăрах" конкурссене хутшăнчĕç. Халăх вăййисем — "Икерчĕллĕ шашка турнирĕ", вĕрен туртасси, çăпатапа чупасси тата шăпăр ывăтасси — те пулчĕç. Кăмăллакансем "тройка" çунисем çине ларса ярăнма пултарчĕç. Райпо сутуçисем тутлă шашлăкпа, икерчĕпе, вĕри чейпе сăйларĕç. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем пĕчĕккисен конкурсĕсене ирттерчĕç.
Уяв вĕçĕнче конкурссенче çĕнтернисене чысларĕç. "Тройкăсен" ăмăртăвĕнче ванюшкассисен çуни (лавçи Ю.Платонов, параппанçи А. Леонтьев, купăсçи А. Терентьев) мала тухрĕ.
Уяв çăварни катемпине çунтарнипе вĕçленчĕ.