Игорьпе Жанна пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштерчĕç. Хĕр каччăпа ĕмĕр пĕрле пуласса шанчĕ. Икĕ çамрăк тĕл пулмашкăн тĕрлĕ сăлтав тупрĕç. Акă çу кунĕсем те вĕçленчĕç, кĕркунне çитрĕ. Жанна хулара вĕренме пуçларĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе вăл яла икĕ уйăхра пĕрре çеç килсе çӳрерĕ. Игорь вара, савнийĕсĕр тунсăхласа çитнĕскер, Маринăпа та, Ларисăпа та туслашрĕ. Каярах вăл Ларисăна Жаннăран та хытăрах юратма пуçларĕ пулас. Марина юлташ хĕрне каччи ют хĕрсем патне çӳренине каласа пачĕ.
– Мĕнле çапла килсе тухрĕ-ха? Пĕр-пĕрне юрататтăмăр-çке. Çук, эсĕ суятăн пулĕ... – шанмарĕ Жанна.
– Суймастăп, тĕрĕссине калатăп. Эсĕ хулана кайсан вăл манпа та çӳрерĕ, – пытармарĕ Марина.
– Мĕншĕн маларах пĕлтермерĕн?
– Сана кӳрентерес темерĕм, – шеллерĕ Марина юлташне.
Жанна çакăн пек мăшкăла тӳсеймерĕ, каччăпа куçа-куçăн курса калаçма шут тытрĕ.
– Савниçĕм, сансăр епле пурăнас? – терĕ хĕр капланса килнĕ куççулĕсене аран чарса.
– Жанна, каçар та эпĕ сана мар, Ларисăна ĕмĕрлĕхе юратрăм. Тепĕр уйăхран эпир арăмĕпе упăшки пулăпăр, часах пирĕн ача çуралĕ, – пĕлтерчĕ Игорь.
Унтанпа икĕ çул иртрĕ. Игорь пĕрре мар ӳсĕрле Жанна чӳречине пырса шаккарĕ, анчах хĕр ун патне тухмарĕ. Пĕррехинче Жанна хĕр-тусĕ патне кайрĕ, Маринăн пиччĕшĕ салтакран таврăннă-çке. Саша, илемлĕ те яштака каччă, Жаннăна пĕрре курсах килĕштерчĕ. Марина та пиччĕшĕпе юлташне таса юрату сунчĕ.
Игорь вара ял тăрăх эрех ĕçсе сулланса çӳреме пуçларĕ. Вăхăт шурĕ. Икĕ уйăхран Сашăпа Жанна пĕрлешрĕç. Вĕсем телейлĕ. Игорĕн арăмĕ вара ачисемпе ашшĕ-амăшĕ патне пăрахса тухса кайрĕ.
Жанна Игоре качча тухнă пулсан телейлĕ пулĕччĕ-ши? Ку ыйтăвăн хуравне вăл хăй те пĕлмест. Çамрăк хĕрарăм хăйĕн мăшăрĕ шăпах Саша пулнăшăн савăнать. Вĕсем икĕ ача ӳстереççĕ, çемье пуçлăхне ял-йыш та хисеплет.
Нумай пулмасть тепĕр туй кĕрлерĕ – Маринăпа кӳршĕ ял каччи Вова пĕрлешрĕç. Вĕсем те Сашăпа Жанна пек телейлĕ пуласса шанаççĕ. Туя халăх йышлă пухăннă, парне те чылай пачĕç. Анчах та телей пуянлăхра мар, ăна тупма, унтан упрама пĕлмелле.
■ Снежана КОЛЕСНИКОВА.
Аксу районĕ,Çĕнĕ Хăяслă.