Шăматкун, 21.12.2024, 10:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Утă » 29 » Шăрттанпа хуплу, тултармăшпа ĕне ырри асран ан тухчăр
Шăрттанпа хуплу, тултармăшпа ĕне ырри асран ан тухчăр
11:28
Сăн ÿкерчĕк
nullТатьяна КРАСНОВА ("Хыпар")

Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ ĕмĕрсен хушши аталанса, пуянланса пынă. Çавăнпа та ăна хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке теме те пулать. Пирĕн несĕлсем ĕлĕк-авал апата ытларах выльăх ăш-чикĕнчен, курăкран, сĕтпе чустаран хатĕрленĕ. Паянхи чăваш кухни пуян та тĕрлĕ енлĕ: чаплă, техĕмлĕ апат-çимĕç сахал мар. Какай шÿрпипе шăрттан, хуплупа чăкăт тата шаркку тутине Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Пуç-ура /кукар/ яшки, ĕне ырри, тултармăш та халăхра анлă сарăлнă. Чăвашсем мĕн авалтан çак апатсене хатĕрлесен пĕр-пĕрне хăнана чĕннĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшнă. Сăмах май, ĕне ыррипе кÿршĕ-арша хăналасси республикăри хăш-пĕр ялта паян та сыхланса юлнă.

Апат-çимĕç тутлă та техĕмлĕ пуласси ăна мĕнрен хатĕрленинчен нумай килет. Чăваш хуплăвне илер-ха. Паян ăна ытларах туй сĕтелĕ çинче курма пулать. Хуплăва икĕ тĕрлĕ пĕçереççĕ: çĕр улмипе ашпа тата çĕр улмисĕр, иккĕмĕш апат пек. Тĕпĕ-пичĕпе витĕр çу çапса пиçнĕскере тутанса пăхмасăр кам чăтайĕ?

Ашран хатĕрленĕ, паянччен сыхланса юлнă ытти çимĕç те паха: тултармăш, сутта /выльăх юнĕ, сало, кĕрпе/. Чăваш шăрттанĕ мĕне тăрать тата! Унсăрăн паян ялта пĕр ĕçкĕ-çикĕ те иртмест. “Шăрттансăр сĕтел, сĕтел мар”, - теççĕ чăвашсем. Çак çимĕçе мĕн авалтан хисеплĕ е ватă çынна пуçлаттараççĕ. Пурне те тутанса пăхтараççĕ. Вăл хăна апачĕ шутланать. Асанне каланă тăрăх, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ăна салтаксем валли фронта та ăсатнă.

Выльăх пуснă кун аш-какай шÿрпи пĕçерес йăла мĕн авалтанах пырать. Шÿрпене тĕрлĕ ĕçкĕ-çикĕре, туйра, салтак ăсатнă чухне тутанса пăхма пулать. Çăмарта хăпартăвĕ сыхланса юлни те савăнтарать. Ĕлĕк ăна мăшăрланакан хĕрпе каччă валли вир пăттипе пĕçернĕ. Халĕ вара ытларах Çимĕкре масар çине вилнисене асăнса çиме илсе каяççĕ. Çавăн пекех хальлĕхе чăкăт, тăварлă çу, уйранпа турăх тăвасси те манăçа тухман-ха. Пирĕн несĕлсем куллен апатланнă е уяв сĕтелĕ çине лартнă хăш-пĕр çимĕç паянччен упранса юлни савăнтарать паллах.

Чăваш çĕршывне ют çĕртен курма килекенсене çеç мар, вырăнта пурăнакансене те тĕп хуламăрти кафе-ресторан мĕнпе тĕлĕнтерет-ши? Чăвашăн шăрттанĕпе техĕмлĕ хуплăвне е хуран куклине тутанса пăхма пулать-и унта? Çак ыйту кăсăклантарнăран палăртнă вырăнсене çитсе килме шут тытрăм.

Шупашкарта вырнаçнă çакăн йышши заведенисен списокне курсанах куç алчăрать. Питĕ нумай-çке вĕсем! Ресторан çеç 16 ытла: “Аншлаг”, “Вилка”, “Командор”, “Окно”, “Чимичанга”, “СССР” евĕрлĕ кафесем 150 яхăн. Унсăр пуçне барсемпе трактирсем, тавернăсемпе кафетерисем, сăра ĕçмелли вырăн темĕн чухлĕ. Ăçтан пуçламалла-ха? Чăн малтан “Атăлпа” “Палана”, “Ехрем хуçапа” “Çăл куçа”, “Нарспипе” “Шупашкара”, “Юманпа” “Юлташа” шăнкăравларăм. Пĕрисен яппун, китай, итальян апат-çимĕçĕ çеç иккен. Теприсем пачах та калаçасшăн мар. Ирĕксĕрех чееленме тиврĕ. “Сирĕн кафере уяв ирттересшĕн, сĕтел çинче чăваш шăрттанĕпе хуплу пулсан аванччĕ”, - тесенех саккас йышăнма пултарассине пĕлтерчĕç. Çапла вун-вун кафепе ресторана шăнкăравланă хыççăн çакă паллă пулчĕ: Шупашкарта виçĕ ресторанпа пĕр кафере çеç чăваш халăх апат-çимĕçне тутанса пăхма пулать иккен. Ку вăл - Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи “Çăл куç” кафе, “Ехрем хуçапа” “Панорама” ресторансем.

Чăн малтанах “Çăл куçа” çул тытрăмăр.

- Килен-каяна эпир яланах вĕри те тин çеç пиçсе тухнă шарккупа, какай шÿрпипе, унсăр пуçне çÿхипе /çÿхе пашалу/ тата шăрттанпа савăнтаратпăр. Çавăн пекех саккаспа тăпăрчăпа симĕс суханран хатĕрленĕ тăварлă хуран кукли пĕçеретпĕр. Шăрттанĕ пирĕн пĕчĕкки çеç, ăна эпир ĕлĕкхи пек мар, çĕнĕлле хатĕрлетпĕр, - менюпа паллаштарать Н.С.Шумова кафе заведующийĕ. - Чăваш кухни узбек, Кавказ кухнисемпе танлаштарсан чылай чухăн тенине час-часах илтетĕп. Эпир пурăнакан çĕрсем мĕн авалтанах тухăçлă пулнăран пирĕн несĕлсем пахча çимĕç лартса, акса ÿстернĕ. Унпа тăранса пурăннă. Кавказ тăрăхĕнче вара выльăх нумай ĕрчетнĕ. Çавăнпа та сĕтел çинчен аш-какай татăлман, - калаçăва тăсать Наталья Станиславовна. - Пирĕн патра ĕлĕкхи вăтам е чухăн чăваш хресченĕн çимĕçĕсем. “Ехрем хуçара” вара ытларах улпутсен, - тĕлĕнтерчĕ Наталья Станиславовна. Апла тăк ресторан ятне те ахальтен “Ехрем хуçа” темеççĕ ĕнтĕ.

Эппин, ĕлĕкхи хуçасем мĕн çинине кайса курар-ха. Купсалла пĕçернĕ пулă шÿрпи /çтерлĕк, çуйăн, шăла пулă, çĕр улми, сухан, антарнă хыççăн шурă эрех хушса параççĕ/, хуплупа какай шÿрпи /пăру ашĕ, чĕри, пĕверĕ, ÿпки, вир кĕрпи, туранă сухан/, вĕлтрен ярса пĕçернĕ çăмах яшки, ыхра тутиллĕ капăртма. Пулă тенĕрен, ăна пирĕн патра çав тери анлă сарăлнă çимĕç теме çук. Çапах та пысăк юхан шыв хĕрринче пурăнакансем пулă пĕçернĕ, ăшаланă, хăш-пĕр çĕрте тултармăш та хатĕрленĕ.

Асăннă ресторанта çавăн пекех шăрттанпа хуплу та, тултармăш та пур. Унăн управляющийĕ Е.В.Клементьева каланă тăрăх “Ехрем хуçана” халăх час-часах çÿрет. Ют çĕршыв çыннисенчен те татăлмасть вăл. Вĕсене апат-çимĕç çеç мар, чăваш сăрипе сим пылĕ те кăсăклантарать. Анчах та хальлĕхе Шупашкарти ресторан-кафесенче килте вĕретнинех илсе ĕçме çук. Тăвайра сутаççĕ тенине илтнĕ-ха...

Чăвашсен авалхи апат-çимĕçне ресторанпа кафесенче тутанса пăхма май пурри питĕ лайăх. Анчах та республикăра пурăнакан 889 пин те 268, тĕнчипе саланнă 1 млн та 637 пин чăвашшăн икĕ ресторанпа кафе çав тери сахал мар-и вара? Мĕншĕн “Кавказ кухни”, “Грузин кухни”, “Яппун кухни”, “Суши-бар”, “Чебуреки, самса” тесе çырнисене кашни утăмрах курма пулать-ха? “Чăваш кухнине” кăнтăр кунĕнче те лупăпа шырамалла. Унсăр пуçне кашни утăмра тенĕ пекех Кăнтăр енчен килнисем лаваш, шаурма, люля-кебаб, лагман пĕçерсе сутаççĕ. Пытарма кирлĕ мар: çакăн йышши вырăнсенче халăх та пĕр вĕçĕмсĕр хĕвĕшет. “Чăваш кухнинче” вара... Çакна мĕнпе ăнлантармалла-ха? Эпир экзотикăна ытларах килĕштернĕрен-ши е “Ехрем хуçа” йышши ресторансенче пирĕн ĕç укçипех шăрттан çисе ларма çуккипе?

Чунри тепĕр ырату пирки те асăнмасăр иртме çук. Асăннă кафепе ресторансенче чăваш тумĕ тăхăннă официанткăсемпе барменсенчен нумайăшĕ тăван чĕлхепе калаçма пĕлменни тĕлĕнтерчĕ. Чăваш çĕршывĕнче вырнаçнă “Ехрем хуçа” ресторана кĕрсен чăвашла мар, вырăсла пуплеме тивни, залра майĕпен илтĕнекен кĕвĕ те акăлчанла пулни кăмăла чăннипех хуçрĕ.

Тепĕр чух авалхи чăваша мĕскĕн, айван, чухăн, илемсĕр халăх пек кăтартма хăтланаççĕ. Çакăнпа пĕртте килĕшес килмест. Ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман вăл. Çĕр пин юрă çĕршывĕнче пурăнатпăр эпир. Çулталăкра мĕн тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттермен-ши, мĕн тĕрлĕ апат-çимĕç хатĕрлемен-ши пирĕн несĕлсем? Çÿлерех асăннисем - тинĕсри пĕр тумлам шыв кăна. Вун-вун ĕмĕр пурăннă, вăй илсе аталаннă, йăхран йăха куçса пынă, чăваш йăли-йĕрки çулран-çул манăçса пыни сисĕнет. Аваллăхпа пуласлăха çыхăнтаракан вăчăра вăйсăрлансах пырать.

Çапах та мĕн савăнтарать-ха, мĕн шанăç парать? Нумаях пулмасть Самар тăрăхĕнче пулма тÿр килнĕччĕ. Унта чăваш ачисем валли çулсерен облаç шайĕнче спартакиада тата фольклор енĕпе курав-конкурс ирттереççĕ. Мероприятие И.Я.Яковлевпа К.В. Ивановăн çуралнă кунĕсене, çавăн пекех авалхи чăвашсен уяв йăли-йĕркине халаллаççĕ. Кăçал вăл Чаллăпуç районне кĕрекен Çĕнĕ Этелек ялĕнче иртрĕ. Çавăн пекех кунта чăваш халăх апат-çимĕçне хатĕрлес енĕпе те тупăшрĕç. Самар енри çеç мар, Тутарстанри чăваш ялĕсем те хутшăнчĕç уява. Кашниех хăйне майлă сĕтел, декораци хатĕрленĕ. Халиччен илтмен, курман апат-çимĕçпе тĕлĕнтерчĕç пире кил хуçисем. Вĕсем патĕнче паянхи кунччен сыхланса юлнă авалтан пыракан чăвашсен хăш-пĕр йăли-йĕркипе те паллаштарчĕç.

Сăмахран, туй сĕтелĕ çине вĕсем чашăкпа палан шывĕ лартаççĕ. Çакна çамрăк мăшăрăн йывăç кашăкпа ас тивсе пăхмалла иккен. Çапла тусан çемье тĕреклĕ те çирĕп пулать, усал-тĕсел те çыпăçмасть. Унсăр пуçне унта кашни уяврах сĕтел çине кăмакара пĕçернĕ кавăнпа вир пăтти лартаççĕ. Пыл сĕрнĕ квас икерчине те кăмăллаççĕ аякри тăвансем. Кукаркка /килти булка/, тăвара /чăкăта çăрса алă тупанĕпе çавăраççĕ те лапчăтаççĕ/ пĕçереççĕ. Шăрттанпа хуплу, хуран кукли те унта хисепре.

Çакăн йышши уявсене Чăваш Енре те йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть акă Шупашкарта иртнĕ Акатуйра та чăваш наци апатне пĕçерчĕç, хăнасене ас тивсе пăхтарчĕç, уйран уçларĕç. Ал арманĕпе кĕрпе авăртса пăхма та май пулчĕ. Çавăн пекех какай шÿрпипе, техĕмлĕ сăрапа та сăйларĕç.

Темĕнле тăрăшсан та сĕм авалхи чăвашсен культурине вăл мĕнле пулнă пек сыхласа хăварма çук. Пурнăç кунран-кун улшăнать. Эпир пур çĕрте те çĕннине, кăсăклине шыратпăр, çав шутра апат-çимĕçре те. Темĕн тĕрлĕ çимĕç те хатĕрлетпĕр, тепĕр чух йÿççипе пылаккине хутăштаратпăр. Паян пире ыраш, кĕсел яшки, пăрçа нимĕрĕ те, салма яшки çеç çырлахтармĕ. Ку йĕркеллĕ япала, самана чăнлăхĕ. Нимĕн те тăваймăн - пурнăç çапла ыйтать, ăна хирĕç тăма çук.

Пирĕн пур пĕрех чăвашлăх сĕмне упраса хăварма тăрăшмалла. Вăл ан манăçтăр тесен хамăрăн тăрăшмалла. Сăмах май, пĕр-пĕринпе мĕншĕн такăна-такăна вырăсла калаçмалла-ха? Çамка çине чăваш тесе “çырса хунине” те туймастпăр-ши? Хамăр чăваш пулнишĕн вăтансан культурăна епле сыхласа хăварар? Çак туйăм чĕрере пулмасан нимĕнле хушу та несĕлĕмĕрсен йăли-йĕркине упраса хăварма пулăшаймĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 1840 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (31.07.2009 23:06) [Материал]
Чăваш апатĕнчен тутли пур-ши тĕнчере?



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz