Александр Пăрттана театрпа интересленекенсем лайăх пĕлеççĕ. Вăл 70 ытла сăнар калăпланă артист. Унсăр пуçне «Турă пÿрмен юрату», «Çиçĕм тивнĕ чунсем», «Укçа чул кастарать», «Килех килчĕ Тур çырни» пьесăсен авторĕ те. Çак самантра театрта Александр Пăрттан çавра çулне халалланă уяв пырать. Паллă артистпа эпир ирхи спектакль умĕн тĕл пултăмăр.