Эрнекун, 26.04.2024, 10:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Çу » 24 » Николай Петров сăвăç хайлавĕсен вулавĕ иртрĕ
Николай Петров сăвăç хайлавĕсен вулавĕ иртрĕ
22:52
Сăн ÿкерчĕк

Мăн Шетмĕ шкулĕнчи литературăпа асăну каçĕ. Фоторепортаж

"Н.П.Петров хайлавĕсен вулавĕ" конкурс çĕнтерÿçисене чыслани 

Красноармейски районĕнчи Четрик ялĕнче çуралса ÿçнĕ Николай Петрович Петров учитель сăвăç (19.05.1953-23.06.2010) çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа Трак тăрăхĕнчи шкулсенче асăнупа литература каçĕсем иртрĕç. Вĕсенче ачасем сăвăç пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе, поэтăн сăввисене пăхмасăр илемлĕ вуларĕç. Чи ăста вулавçăсем вара инçет майпа район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕпе районти Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ йĕркеленипе ирттернĕ «Николай Петров сăвăç хайлавĕсен вулавĕ» конкурса хутшăнчĕç.

Конкурса пурĕ районти 11 шкултан 17 ача хутшăннă.  Малти вырăнсене çак шкул ачисем йышăнчĕç: 1 вырăна Сергей Иванов (Трак шкулĕ, 9 класс), Гена Быков (Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕ, 5 класс) çĕнсе илчĕç, 2 вырăна Анастасия Харитонова (Красноармейски шкулĕ, 7 класс), Аня Васильева (Упи шкулĕ, 9 класс), Кристина Сидорова (Пикшик шкулĕ, 5класс), Снежана Владимирова (Именкасси шкулĕ, 6 класс) тивĕçрĕç, 3 вырăна Дарья Иванова (Трак шкулĕ, 9 класс), Светлана Михайлова (Чатукасси шкулĕ, 9 класс), Виктория Кириллова (Алманч шкулĕ, 5 класс) тухрĕç. Вĕсене Красноармейски район администрацийĕн Дипломĕпе чыслаççĕ. Конкурса хастар хутшăннă ытти вулавçăсем Нестĕр Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн Грамотине тивĕçрĕç. Кунсăр пуçне поэтăн тăванĕсем кашни çĕнтерÿçĕ ачана ятарлă приз пама йышăннă. Чыслав каçĕ çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче районти культурăпа кану çурчĕн залĕнче 13.00 сехетре пуçланать.

Сăмах май, сăвă вулавçисен видеофайлĕсене Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн видеохыпарсен страницине вырнаçтарнă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 583 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Николай Петров (мăн Шетмĕ) | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz