Шăматкун, 20.04.2024, 18:57
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 07
Сăн ÿкерчĕк
Михаил Юрьев-Нямань çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Михаил Иванович Юрьев-Нямань 1910 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Иван Данилов, амăшĕ Иустиния Иванова — хресченсем. Пуçламăш пĕлĕве Михаил Яманак шкулĕнче илнĕ. 1926—1929 çулсенче Ишекре вĕреннĕ. 
М. Юрьев тавра курăмне Шупашкарти педтехникумра анлăлатнă. Кунта Филипп Лукин, Григорий Хирбю (каярахпа чăвашсен паллă композиторĕсем) çамрăксемпе пĕлÿ пухнă, Шупашкарти пединститутра та ăслăлăха туптанă.
Михаил Иванович мĕн пĕчĕкренех çырма, ÿкерме юратнине те пĕлетпĕр. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тантăшĕсем, юлташĕсем, çемьери ачасем çинчен шÿтлĕ сăвăсем çыркаланă. Ишекри 8 çул вĕренмелли шкулта унăн çырас ăсталăхĕ аталаннă.
1928 çултан пуçласа "Çамрăк коммунист", "Пионер сасси" хаçатсемпе "Хатĕр пул" журналта "М. Нямань" хушма ятпа заметкăсем, сăвăсем çапăнса тухаççĕ. Çамрăк çыравçă "Сунтал" журналпа та туслашнă. Вун саккăртах республикăри пичет орга ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 711 | Хăçан хушнă: 07.10.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕ хăйĕн черетлĕ ларăвне муниципалитетăн «Красноармейски пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан иккĕмĕш шкулĕ» вĕрентÿ учрежденине тухса ирттерчĕ. Кун çинчен правленин иртнĕ ларăвĕнчех калаçса татăлнăччĕ. Малашне ĕçлĕ ларусене  правлени членĕсем е унăн пултаруллă пайташĕсем ĕçлекен вырăнсене тухса ирттерес  тенĕччĕ. Ку шкулта пĕрлĕхĕн правлени членĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн пресс-центр ертÿçи, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх сайчĕн администраторĕ В.М.Михайлов вăй хурать.
Ларăва пĕрлĕх ертÿçи Георгий Тусли уçрĕ. Вăл иртнĕ кунсенче ирттернĕ ĕçсем тата çитес вăхăтра туса ирттермелли мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ. Уйрăмах Наум Григорьев композиторăн , Лука Семенов поэтăн, Иван Патмар фольклористăн тата Зоя Нестерова çыравçăн çуралнă кунĕсене тивĕçлипе уявламаллине палăртрĕ. Çитес çул Юрий Сементер поэтăн (2.01.1941), Юрий Вир ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 478 | Хăçан хушнă: 07.10.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz