Эрнекун, 26.04.2024, 00:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2011 » Кăрлач » 18 » Яковлев аса илĕвне чăвашла куçарса кăларнă
Яковлев аса илĕвне чăвашла куçарса кăларнă
22:42
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Митта Ваçлейĕпе Нестер Янкас премийĕсен лауреачĕ, пирĕн ентеш Геннадий Юмарт тепĕр ырă ĕç турĕ. Геннадий Федорович тăрăшнипе Чăваш кĕнеке издательствинче "Çитĕннĕ вăхăт" кĕнеке кун çути курчĕ. Унта чăвашсене çутта кăлараканăн И. Я. Яковлевăн аса илĕвĕсене чăвашла пичетлесе кăларнă. Вырăсларан ăна шăпах пирĕн ентеш куçарнă та. 
Кĕнеке калăпăшĕпе пысăках мар, унта 62 страница. Вăл "Куçаракан сăмахĕпе" уçăлать, "Ачалăхăм", "Пăрăнтăкра", "Чĕмпĕрти шкул" тата "Гимназире" пайсенчен тăрать, лайăх вуланать. 
Ăна С. А. Бритвина художник ÿкерчĕкĕсемпе илемлетнĕ. И. Яковлев хăй мĕнле ÿснине, Пăрăнтăкри, Чĕмпĕрти шкулсенче, гимназире вĕреннисене, чăвашсен çырулăхне туса хурас ĕçе епле йĕркелесе яма пикеннине, çĕр виçевçинче ĕçленине аса илнисене хумханмасăр вулама çук. 
Ку кĕнекене вăтам тата аслă ушкăнри ачасем валли кăларнă. Вăл шкул ачисене, уйрăмах Яковлевçăсене, питĕ кирлĕ, унпа усă курса тĕрлĕ çыру ĕçĕсем, конкурссем ирттерме пулать.

В. Петров
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 690 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2011  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz