Эрнекун, 26.04.2024, 08:47
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2022 » Ака » 25 » Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртрĕ
Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа уяв иртрĕ
18:40
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салин Культура çуртĕнче Иван Яковлев Аслă Вĕрентÿçĕне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа литературăпа музыка композицийĕ иртрĕ. И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски муниципалитет округĕн Именкассинче вырнаçнă историпе таврапĕлÿ музейĕн директорĕ В.А.Тихонова тĕплĕн каласа пачĕ. Унтан Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ, пĕрлĕх правленйĕн ертÿçин çумĕ В.М.Михайлов Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн йышăнăвĕпе паллаштарчĕ, Светлана Гурьева вулавăш ĕçченĕпе Светлана Петрова вĕрентекене Чăвашлăха аталантарнăшăн" ("За развитие чувашской культуры") медальпе чысларĕ. Чăваш наци конгресĕн Красноармейски муниципалитет округĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова чăвашлăха аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн, конгресăн уйрăм ĕçне хастар хутшăннăшăн Хисеп хучĕпе Надежда Филипповăна, Валентина Тихоновăна, Клавдия Васильевăна тата Тав хучĕпе Лина Александровăна, Ирина Сергеевăна. Людмила Каршовăна, Марина Яковлевăна чысларĕ. Уяв каçне "Трак ен" фольклор ушкăнĕ (ертÿçи - Никонорова А.) илемлетрĕ. Фойере вара алă ăстисен тĕрĕ куравĕ ĕçлерĕ. Уяв каçне Надежда Филиппова культура ĕçченĕ ертсе пычĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 118 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2022  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz