Кĕçнерникун, 18.04.2024, 05:28
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çĕртме » 08
Сăн ÿкерчĕк
Май уйăхĕнче Чул хулари "Ласточка" кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче "Чул хула трансгаз Газпром" обществăн лайăххипе палăрнă пултарулăх коллективĕсем "Венок Поволжья" фестиваль-конкурса хутшăннă. Çак конкурса "Газпром" акционер пĕрлешĕвĕн "Факел" корпоратив фестивалĕ валли чи лайăх коллективсене суйласа илес тĕллевпе ирттернĕ. Фестиваль ноябрь уйăхĕнче Чул хулара иртĕ.
"Заволжский" клубран конкурса 30 çынран тăракан виçĕ ушкăн тухса кайнă. "Халăх юррисене юрлакан ушкăн" номинацине хутшăнса "Раштав" фольклор ансамблĕ (ертÿçи А. Тюмеров) "Салтак ăсатни" чăваш йăлин пĕр сыпăкне лартса панă. Пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кура жюри членĕсем çак ушкăна лауреат дипломĕпе палăртнă.
Тепĕр номинацийĕ — "Хореографи ансамблĕ". Кунта "Илем" ташă ушкăнĕ (ертÿçи Е. Тюмерова) хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, "Ниточка" вырăс халăх ташшипе "Сурхури" ташă лартса панă. Вĕсем те лауреатсен дипломне тивĕçнĕ. Андрей Тюмеров юрлама та, ташлама та ăста. Конкурсра çакă вара уççăнах ку ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 519 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Районти ачасен искусство шкулĕнчен черетлĕ кăларăм тухрĕ. Хальхинче кунти музыка (унта юрлама, фортепианопа, баянпа, балалайкăпа, гитарăпа, домрăпа выляма вĕрентеççĕ — 5—7 çул вĕренмелле), художество (ÿкерчĕк тата алă ĕçĕ тăвасси, живопись, графика, декоративлă прикладной искусство — 4 çул) тата хореографи (классика, хальхи тата наци ташшисене ташлама вĕрентеççĕ — 5 çул) уйрăмĕсенчен пĕтĕмпе 18 ача вĕренсе тухрĕ, алла пуçламăш професси пĕлĕвĕ илни çинчен çирĕплетекен документ — свидетельство — илчĕ.
Майăн 27-мĕшĕнче çав ятпа Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна кĕске сăмах каласа музыка уйрăмĕн преподавателĕ Л. Н. Ильина уçрĕ, шкул директорне Н. М. Никонорова сăмах пачĕ. Николай Михайлович савăнăçлă каçа пухăннă ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене паллă самант ячĕпе саламларĕ, хушма пĕлÿ ачана хăйне тытма вĕрентнине, суйласа илнĕ професси пурнăçра яланах кирлĕ пулма пултарнине палăртрĕ, шкултан вĕренсе тухнисене тата ашшĕ-амăш ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 548 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz