Кĕçнерникун, 25.04.2024, 04:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Юпа » 18
Сăн ÿкерчĕкЧăваш Наци Конгресĕн Аслă пухăвĕ умĕн иртнĕ УМПУХУ (видеорепортаж)
  Паян иртмелли ум пуху пирки эпир маларах пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ — вăл К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕн залĕнче 16 сехетре пуçланчĕ. Чăваш наци конгресĕн ертӳçисене те чĕннĕ пулин те ĕнерхи Президиум ларăвĕнче вĕсем ку пухăва ирттерессине сивленĕ иккен, умпухăва хутшăнмалла марри пирки çирĕплетнĕ. Апла йышăннă пулин те ЧНК-ран ум пухăва Константин Портнов хутшăнчĕ. 
  Умпухăва çав-çавах халăх пӳлĕм тулли пухăнчĕ — вĕсем ЧНК тăратнă кун йĕрки тивĕçтерменни пирки каларĕç (Архипов отчёчĕ вырăнне проблематикăллă доклад пулсан вырăнлă пуласса шанаççĕ), Устав проектне хатĕрлеменнине те ырламарĕç (кун йĕркинче ку ыйту тăмасть). Тухса калаçакансем делегатсене уçăмлă суйламаннине, вĕсен хушшинче чăваш халăхĕшĕн ĕçлекен пур хастар çынна кăтарманнине ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 442 | Хăçан хушнă: 18.10.2013 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Аслă пуху умĕн Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ сайчĕ ĕçлесе кайрĕ. Вăхăтлăха Президент ĕçне туса пыракан Валерий Клементьев ыйтнипе ку сайта Николай (Аçтахар) Плотников ăсталаса панă. Сайт www.chnk.ru адреспа вырнаçнă.
ЧНК ĕçченĕсем ыйтнипе сайта чăвашла йĕркеленĕ. Унта эсир хыпарсемпе, конгресс йышăннă документсемпе паллашма пултаратăр. Унсăр пуçне ЧНК-ан уставĕ те унта вырнаçнă. Ыйтусем пур пулсан — çак сайтрах ыйту яма май пулать.
Аслă пуху умĕн Чăваш наци конгресĕн сайтне съездпа çыхăннă документсене те вырнаçтарнă: съезд программи, ĕç йĕрки, кун йĕркин планĕ. Сăмахран, унти хутсене ĕненес пулсан, Аслă пухура Михаил Игнатьевпа Юрий Попова та сăмах парассине пĕлме пулать.
Миçе çын пăхнă: 433 | Хăçан хушнă: 18.10.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz