Шăматкун, 27.04.2024, 00:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Раштав » 12
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш сăмахě – пирěн чăн çăл куçě, шăнкăртатать вăл ěмěр-ěмěр». Петěр Хусанкайăн çак сăмахěсем çунатлă пулса кайрěç. Вěсене сăвăç 1965 çултах Иван Патмара халăх ăс-халне пěрчěн-пěрчěн пухса упранăшăн саламласа каланă, эппин, тăван сăмах çăл куçне типме паман çыннăн ěçě-хěлě мěнлерех-ши?
Чăваш халăх сăмахлăхне уйрăмах П. Васильев, И. Юркин, Н. Ашмарин, Н. Никольский, И. Никитин-Юркки, Г. Комиссаров, А. Васильев, С. Максимов, И. Одюков нумай пухса хăварнă. Иван Патмар та вěсен йышне кěрет. Вěсен пуянлăхě Чăваш гуманитари институтěнче упранать. Патмар пухнисен шутěнче – юрă-такмак, юмах-халап, тěрě-эреш, сăнав-календарь т. ыт. те. Тăван ялě Яманак ен юррисенех тăватă кěнеке халлěн пухса хатěрленě, ваттисен сăмахěсем – виçě том, Уртей мучи юмах-халапěсем – икě кěнеке. Çапла кěскен асăнса тухниех акă мěн çинчен калать: Патмар еткерě жанр тěлěшěнчен чылай пуян. Юрă-такмак хăех тěрлě тěслě: унта туй, ěçкě, салтак, ěç, çен çěр, истори, сăпка, йăла-йěрке юррисем пур. Ěç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 859 | Хăçан хушнă: 12.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Владимир Васильевич Бараев 1910 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, каярах Тутарстанри Хурăнварти икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче, 1930 çулта Самар хулинчи планпа экономика институтĕнче вĕреннĕ.
1934 çулта Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта вăл халăх пултарулăх çуртĕнче, радиокомитетра, кĕнеке палатинче, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1941 çулхи çурла уйăхĕнче В.Бараев салтак шинелĕ тăхăннă, фашистла оккупантсем Мускав çине тапăнса пынă вăхăтра Мало-Ярославец патĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче В.Бараев лейтенант ертсе пыракан взвода Сталинграда хӳтĕлеме янă. Унта та вăл хăюллăн çапăçнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
В.Бараев поэт çеç мар, вăл проза жа ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1542 | Хăçан хушнă: 12.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz