Тунтикун, 23.12.2024, 14:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Ака » 11 » Зоя Нестерова çыравçă çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
Зоя Нестерова çыравçă çут тĕнчерен уйрăлса кайнă
10:08
Сăн ÿкерчĕк
88 çула кайса чăвашсен паллă хĕрарăм çыравçи Зоя Алексеевна Нестерова вилсе кайнă. Вăл 1926 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Анат Кушар ялĕнче çуралнă.
Зоя Нестерова Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Нумай çул хушши Красноармейски тата Комсомольски районĕсенчи тата Магадан облаçĕнчи шкулсенче вырăс чĕлхипе литератури вĕрентсе пурăннă. Литературăри пĕрремĕш пичетленнĕ ĕçĕ: «Малтанхи юрату» (Первая любовь) повесть. Вăл «Ялав» журналта 1957 çулта пичетленнĕ.
Унăн паллăрах кĕнекисем: "Чее мулкач" (1984), "Ют арăма ан чуп ту" (1998), "Арçынсем те макăраççĕ" (2003), "Тăватă асамçă" (2006), "Пурçăн пĕлĕт айĕнче" (2009).
Çыравçăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ?" (2009) кĕнекинче калавсем тата "Ан ман, савни, ан ман", "Шырлан хĕррипе" ятлă повеçсем пичетленнĕ. Кунтах унăн "Ăçта-ши эсĕ халĕ", "Кунта пулман хăна", "Шурă кайăк" фантастикăллă калавĕсемпе те паллашма пулать.
Хайлавсенчи сăнарсем тĕрлĕ йывăрлăха лекеççĕ. Апла пулин те вĕсене çăлаканĕ, йывăр вăхăтра пулăшма алă тăсса параканĕ те юнашарах тăрать.
З.А.Нестерова 2000 çулта ачасем валли çырнă калавсемпе юмахсемшĕн тата «Çилçунат» журнал çумĕнче тухнă «Тăватă асамçă» кĕнекешĕн Красноармейски районĕнчи Литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн Нестер Янкас ячĕллĕ премине тивĕçнĕ.
Йывăр тăпри çăмăл пултăр!
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 825 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 2.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz