Юрий Миронович Миронов баянист-аккомпаниатор ячĕ район историйĕнче ылтăн сас паллисемпе çырăннă. Çапла пулмалла та... Ю. Мироновăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Ванюшкасси ялĕпе çыхăннă. 1940 çулхи кăрлач уйăхĕн 24-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă вăл. Тавçăруллăскер мĕн ачаранах юрă-кĕвĕ тĕнчине парăнса ÿснĕ. Мандолинăна куç хывнă, пĕчĕккĕн выляма хăнăхнă. Йыснăшĕ те çул уçнă, хут купăс парнеленĕ. Кĕçех Юрий шкул çулне такăрлама тытăнать. Пултаруллăскере хăвăртах асăрхаççĕ çав. Кунти пĕр уяв та, пĕр концерт та унсăр иртмен темелле. — Юра, хут купăсна тăсса яр-ха. Атя, юрлар, савăнар. Ташша тухар тата, — çамрăк тавралла сырăннă ватти-вĕтти те. — Линкка-линкка ташша, Юра! Çакнашкал калаçу Пшонкăри клубра вăй илнĕ час-часах. Унта пултарулăх ушкăнĕн илемлĕх ертÿçин лавне туртнă-çке вăл. Тата маларах, Кĕçĕн Шетмĕри шкулта 7 çул пĕлÿ илнĕ хыççăн, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ пĕр вăхăт. Тепĕр вăхăт ялта трактор çÿретнĕ. 1960 çулта Ю. Миронов хăйĕн творчествăри иксĕлми пултарулăхне районти культура çурчĕпе çыхăнтарать. Çавăн чухне республикăри халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи баянистсен курсĕнче вĕренет. — Ентешĕмĕр хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмпех культура лаççине панă. Ăна хисеплесе те мухтаса Ванюшкасси музыканчĕ теттĕмĕр, — аса илет халĕ Кăмакалта çуралнă, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Г. Дубров юрăç-композитор. — Тĕрĕссипе, вăл концертсемпе çитмен ял районта çук та пуль... Тусайра çуралнă вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ М. Прохоров та калаçăва хутшăнчĕ. — Ванюшкасси çамрăкĕн талантне тÿрех асăрхарăм. Ун чухне мана районти культура пайĕн çăмăл мар лавне туртма шаннăччĕ, — терĕ 87 çулхи фронтовик. — Çуталакан çăлтăр евĕрех хăпарчĕ Юра. Культура пурнăçĕн çăл куç шывĕ евĕр тапса тăракан лаççинче хĕрĕх çул ытла çынсен хуйхи-суйхине туйнă, пултарулăх коллективĕсене ертсе пынă, юрă-ташăпа савăнтарнă тата баянпа вылянă Юрий Миронович. Ĕç коллективĕсенчи вуншар-вуншар пултарулăх ушкăнне малти вырăнсене кăларнă. Композиторсемпе, çыравçăсемпе пĕрех май туслăх кĕперне хывнă, çĕнĕ юрăсене суйланă, хак панă. Юратнă мăшăрĕ Красноармейскинче пурăнакан, тивĕçлĕ канăва тухиччен аптека тытăмĕнче вăй хунă Г. Миронова çепĕç туйăмлă, хастар чĕреллĕ пулнă мăшăрне паянччен те ăш пиллĕн аса илет. — Çемьере ултă ача çуралса çитĕннĕ вĕсем. Тăватă хĕр те икĕ ывăл. Шел, паянхи куна 1930 çулта çуралнă Укахви кăна пурăнать. Мăшăрăм 2008 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ. Питĕ йывăр чирленĕччĕ, больницăра та выртса тухрĕ. 1964 çулта çемье çавăртăмăр эпир. Иксĕмĕр виçĕ хĕр çуратса ÿстертĕмĕр. Хĕрĕмсем — Ирина, Таня тата Анна — пурте мăшăрлă. Чи асли Çĕнĕ Шупашкарта, иккĕшĕ Чул хула облаçĕнчи Дзержинск хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Виçĕ мăнук манăн, — сăмах çăмхине сÿтрĕ Г. Миронова. — Культура ĕçĕ-хĕлĕн ытамĕнче иксĕлми тÿпе хывнăшăн хаклă мăшăрăма "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят панă. Çакнашкал тарăн та пархатарлă сăмахсем çумне урăх мĕн хушса калăм-ха ĕнтĕ. Ырă çын вилсен ырă ят юлать ĕмĕр-ĕмĕре, тенĕ. Питех те тĕрĕс сăмахсем. Ванюшкасси музыканчĕн, пултаруллă баянистăн, чĕлхе-çăвар ăстин — Юрий Мироновăн — çутă сăнарĕ пирĕншĕн яланах асра юлĕ.
Георгий Ефимов
Çыпăçтарнисем: |