Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче пирĕнтен ĕмĕрлĕхе чăвашсен паллă çыравçисенчен пĕри Валентина Элпи уйрăлса кайрĕ. Вăл чи ватă çыравçă шутланатчĕ — çитес кăрлачăн 31-мĕшĕнче 102 çул тултармаллаччĕ.
Элпи Валентина Андреевна (чăн хушамачĕ Андреева) Тăвай районĕнчи Кивĕ Пуянкассинче 1913 çулхи кăрлачăн 18-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе — кăрлачăн 31-мĕшĕ) çуралнă. Тăван ялти пуçламăш шкулта,Кавалти сакăр çул вĕрентекен шкулта пĕлӳ пухнă. 1930 çулта Шупашкарти медицина техникумне вĕренме кĕнĕ, анчах унта пĕлӳ илме май пулман. Тĕрлĕ хаçат редакцисенче ĕçленĕ, 30 çул хушши — 1938–1968 çулсенче — Радиокăларăмпа телевидени комитетĕнче ачасем валли хатĕрлекен кăларăмсен редакторĕ пулнă.
Литературăри пултарулăха 1946 çулта пуçланă. Малтанхи хайлавĕсем «Хыпар», «Советская Чувашия», «Чăваш Ен» хаçатсенче кун çути курнă. Пĕрремĕш кĕнеки, «Куçса çӳрекен çурт» ятлăскер, вырăсла Мускавра 1956 çулта пичетленсе тухнă. Пурĕ 20 ытла кĕнеке авторĕ. Валентина Элпи хайлавĕсем ытти çыравçăсенче вĕсенче ытларах енĕпе чăвашла ятсемпе усă курнипе уйрăлса тăрать. Çак сайтри электронлă вулавăшра эсир унăн «Пепке çуралсан...», «Пулас кинсем» кĕнекисемпе паллашма пултаратăр.
Çăлкуç: http://www.chuvash.org/news/7051.html
Çыпăçтарнисем: |