"Улăп-2024" вăйă-конкурс протоколĕ
Ответы викторины «Ярăнтарсам мана шур пĕлĕт…» XII муниципальной игры-конкурса знатоков истории и культуры родного края «Улăп – 2024: Эпир Улăп йăхĕнчен!», посвященной Году семьи в Российской Федерации, Году экологической культуры и бережного природопользования в Чувашской Республике, Дню чувашского языка, 125-летию со дня рождения великого чувашского поэта Михаила Сеспеля и 85-летию со дня рождения нашего земляка, агронома, чувашского поэта Леонида Илларионовича Антонова:
1. Леонид Антонов поэт-агроном ăçта тата хăçан çуралнă?
Леонид Илларионович Антонов Красноармейски районĕнчи Красноармейски (Малти Трак) ялĕнче 1939 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă.
2. Пулас поэт ăçта-ăçта вĕреннĕ? Вăл мĕншĕн агроном профессине суйланă?
Красноармейски вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан, алла аттестат илсен, çамрăк каччă тÿрех аслă шкула вĕренме кайма шутламан. "Вĕренесси кайран та пулĕ, малтан ĕçре пиçĕхмелле," - тенĕ вăл. Яш каччă Шупашкарти автомотоклубра водитель правине алла илет. Çара кайиччен тăван хуçалăхра автомашина çÿретнĕ, хĕсметре те хăй специальноçне улăштарман. Пушă вăхăтсенче вара сăвă çырнă. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ илес шухăш канăç паман салтака: физика, хими, вырăс чĕлхипе литератури предметсене тепĕр хут тишкерсе тухнă, кирлĕ вырăнсене ятарлă тетрадьсем çине çыра-çыра хунă.
Çĕршыв умĕнчи чи таса тивĕçе пурнăçласан Леонид тăван тăрăха таврăннă. 1961 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне вĕренме кĕнĕ. Кунта та сăвă çырас кăмăла пăрахман. 1962 çултанпа тĕрлĕ хаçат-журналта пичетленме пуçланă.
Мĕншĕн агроном профессине суйласа илнĕ-ха вăл? Леонид Антоновăн произведенийĕсенче тăван уй-хир кĕвви тĕп вырăн йышăнса тăрать. Ку тĕрĕсех ĕнтĕ, мĕншĕн тесен Леонид Илларионовичăн пĕтĕм пурнăçĕ ял хуçалăх ĕçĕпе çыхăннă. Хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ ача епле ял хуçалăх ĕçне хутшăнмасăр тăрса юлтăр-ха? Леонид та район центрĕнчи вăтам шкулта пĕлÿ илнĕ чухнех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрленĕ.
3. Сăвăсем çырасси унăн хăçан пуçланнă? Сăввисене пуринчен малтан кам хакланă? «Кунтан Есенин пулать», - тесе кам каланă?
Эсир сăвă çырма хăçан пуçланă тесен Леонид Илларионович çапла хуравлать: "Ача чухне эпир кашниех сăвăç. Çак ырă туйăма малалла аталантарма пĕлни кирлĕ. 8-9 классенче вĕреннĕ чухне вара сăвăсене класра тухса тăракан стена хаçатĕнче пичетлеттĕм. Сăвă çырас ĕçре мана ырă сĕнÿсем парса пулăшнăшăн Красноармейски вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Федор Тихонова ("Ан хумхан, çăкалăх" юррăн авторĕ) тата химии вĕрентекен Константин Архипова ырăпа асăнас килет». Пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвă шутне "Çамрăк коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Малтанхи чечек" сăвва кĕртетĕп."
«Ял хуçалăх академине вĕренме кĕрсен пĕр тетрадь сăвăччĕ ĕнтĕ манăн. Трак тăрăхне килсен ялан Федор Тихонова мĕнле курмалла-ши тесе шухăшлаттăм. Чун çимĕçĕсене ăна кăтартса пăхма ĕмĕтленеттĕм… Ак пыратăп пĕрре район центрĕпе, сăвă тетрачĕ кĕсьереччĕ. Федор Никифорович шăпах мана хирĕç килет. «Çак сăвăсене вуласа пăхаймăр-ши? – терĕм. «Э-э, Леня Антонов, кăна урамра вулаяс çук. Атя библиотекăна кĕрер», – сĕнчĕ вĕрентекенĕм. Кĕтĕмĕр. Вулав залĕнче 20-30 çын ларатчĕ. Хайхи сăввăмсене вуласа тухрĕ, анчах нимĕн те шарламарĕ. «Хаклă вулакансем, сире сăвă вуласа паратăп», - терĕ вăл кĕçех. Çапла икĕ сăввăма вуларĕ. Вĕсем ирĕклĕ сăвăсемччĕ, Есенин манерлĕ çырнăскерсемччĕ. «Кунтан Есенин пулать!» - терĕ вăл халăх умĕнче. Çынсем шăпăр! алă çупса ячĕç. Çавăн хыççăн сăвăсене пичетлеме пуçларăм», – аса илет паян автор.
4. Сăвăсем çырма ăна мĕн хавхалантарнă? Унăн сăввисемпе хăш композиторсем юрă кĕвĕленĕ?
«Пурнăçа, çут çанталăка юратни. Çут çанталăкран вăй-хăват илетĕп эпĕ», – тет Леонид Антонов. «Агроном чунĕнче çынсем малтанах туйса илеймен туртăм та йăва çавăрнă иккен. Çил варкăшнинче те, улмуççи шуррăн та кĕреннĕн çурăлнинче те, ыраш пуссинче путене авăтнинче те çĕнĕ пулăм, çĕнĕ пĕлтерĕш курнă иккен вăл. Çав çĕнĕлĕхе сăвă йĕркипе палăртса калаçу чĕлхине те, сăмах сăнарлăхне те хăйне евĕрлĕх кÿнĕ», – тет унăн пултарулăхне хакласа Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер.
5. Поэт-агроном ăçта-ăçта, мĕнле ĕç вырăнĕсенче вăй хунă?
Красноармейски районĕнчи «Победа» колхозра агрономра, колхоз председателĕнче, «Красноармейский» совхоз директорĕн çумĕнче, Красноармейски районĕн тĕп агрономĕнче, районти çĕр йĕркелÿ комитетĕн председателĕнче ĕçленĕ.
6. Поэтăн пĕрремĕш сăвви республика шайĕнчи хăш пичет кăларăмĕнче кун çути курнă? Вăл мĕн ятлă?
«Пичетре кун çути курнă пĕрремĕш сăвă шутне "Çамрăк коммунист" хаçатра пичетленнĕ "Малтанхи чечек" сăвва кĕртетĕп", - тет Леонид Антонов.
7. Поэтăн пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă? Вăл хăçан пичетленнĕ? Ку таранччен миçе кĕнеке кăларнă, вĕсен ячĕсене тата пичетленнĕ çулĕсене кăтартăр.
Леонид Антоновăн пĕрремĕш кĕнеки «Тулли пучах (1988) ятлă. Унтанпа сăвăç пире «Чун туртăмĕ – йăмраллă Трак» (1991), «Çăлкуç сипечĕ» (1994), «Сывлăм пĕрчисем» (1996), «Кун-çул пусми» (2009) кĕнекесем парнеленĕ.
Леонид Антонов сăввисем çăмăллăнах юрра хывăнаççĕ. Унăн сăввисемпе пирĕн ентешсем – Юрий Шепилов, Илья Степанов, Михаил Ильин, Николай Филимонов, Иван Прокопьев композиторсем юрă кĕвĕленĕ. Илья Степанов кĕвĕленĕ «Ÿс, çĕклен эс, Красноармейски» юрă пирĕн Красноармейски (Трак) районĕн гимнĕ пулса тăчĕ.
8. Поэтăн килти хушма хуçалăхра тума юратакан ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа парăр.
Ял çыннисемпе тăванĕсем вăл агроном та, сăвăç та, сунарçă та, пулăç та, хурт-хăмăрçă та, сад ăсти те, пахчаçă та, спорт тусĕ те, тĕпчевçĕ те пулнине палăртаççĕ. Унăн аллисем валли яланах ĕç пур. Кĕрепле ăсталамалла-и, хăваран лăпă çыхмалла-и, йывăç лартса çитĕнтермелле-и, пан улми йывăççи сыпмалла-и – пур ĕçе те юратса тăвать вăл. Миçе çынна хăй сыпса чĕртнĕ пан улми йывăççисене парнелесе ырă туман-ши? Халĕ çав йывăçсем хăйсен пан улмийĕсемпе кама кăна савăнтармаççĕ пулĕ. «Ĕçе чунран юратсан чун юрлать», - тет вăл.
9. «Антонов вăрманĕсем» тата «Курăс пĕви» тенисем епле майпа Леонид Антонов пурнăçĕпе çыхăннă?
1966 султа Чăваш ял хуçалăх институтенчен вĕренсе тухсан пулас поэт тăван «Победа» колхоза агрономра ĕçлеме таврăннă. Уйсенче эрози хуçаланнă. Васнар уйĕсенче кăна 103 çырма пулнă. Вĕсем хушшинче – ансăр лаптăксем, тухăçĕ вара – пĕчĕк. Çакăнтан тытăннă та вара шыв юхтаракан вырăнсене вăрман лаптăкĕсем лартасси. 1967 çулта Васнарпа Çырмапуç Карай чиккинче 10 гектар юман йĕкелĕ акса хăварнă. 1969 çулта Вутланпа Хусакасси çĕрĕсем çине 15 гектар тĕрлĕ йывăç лартса хăварнă. Пшонкă çумĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ юханшыв хĕррине 1979 çулта 9 гектар хурăн хунавĕсене ларттарнă. 1970-1973 çулсенче Ешкилтпе Яманак хушшинчи çырмаллă вырăна 40 гектар вăрман ларттарнă. Красноармейски çумĕнчи Мăн пĕвен сăмсахĕнче 7 гектар хырлăх ларттарасси те – Антоновăн шухăшĕ. Пурĕ çак вăрмансен лаптăкĕ 130 гектартан та иртсе кайнă. Халĕ ку вăрмансем çут çанталăка, пирĕн тăрăхри тавралăх илемне упраççĕ.
1940 çулта Кайри Трака, яла кăнтăр енчен пырса кĕрекен çырма ячĕпе, Васнар теме тытăннă. Васнар çырмипе кăнтăр хĕвел анăç енчен Çут уй çырми пĕрлешет. Çакăнта 1920 çулта Максим Горький ячĕллĕ коммуна йĕркеленнĕ. Вăтăрмĕш çулсенче Çут уй çырмине пĕвелесе илемлĕ пĕве тунă (халĕ ăна Коммун пĕви теççĕ). Пĕве çумĕнчи вăрман çăкисене касса курăс тунă, курăсĕнчен чăпта çапнă. Çавна май 1937-1938 çулсенче илемлĕ пĕверен 200-300 метр çÿлеререх тепĕр пĕве тунă, унта курăс хутнă. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕве хавшанă. Пĕве пуçне ондатрăсем шăтарса пĕтернĕ. Тата сăтăрçăсем янтă пулă тытас тĕллевпе ăна татса янă. Антонов, сунарта час-час пулнă май, çакна асăрханă, А. Константинов бульдозерист пулăшнипе Курăс пĕвине йĕркене кĕртнĕ. Çапла майпа Леонид Антонов агронома эколог та, çут çанталăк управçи те теме пулать.
10. Поэтăн обществăлла ĕçĕсене тата хисеплĕ ячĕсене асăнса тухăр.
Леонид Антонов – «Ялав» литература журналĕн 1982 çулхи лауреачĕ. Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн пайташĕ тата Преми лауреачĕ (1991). «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнĕ. Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн пайташĕ (1995). Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ (2014). Ăна «Тăрăшса ĕçленĕшĕн» (1970) тата «Красноармейски район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальсемпе чысланă (2014).
Çыпăçтарнисем: |