Ытларикун, 03.12.2024, 14:31
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Кăрлач » 29 » «Тăван халăхшăн нумай ĕç тума ĕлкĕресчĕ»
«Тăван халăхшăн нумай ĕç тума ĕлкĕресчĕ»
17:56
Сăн ÿкерчĕк

2016 çулта кун çути курнă кĕнекесен йышĕнче Илья Казаков-Волжанинăн «Художник Элли» те пур. Ăна сăрă ăстин, графикăн, геральдистăн, медальерăн, дизайнерăн, Чăваш халăх художникĕн Элли Юрьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă.

Элли Михайлович Юрьев 1936 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕре Евдокия Ивановнăпа Михаил Иванович Юрьевсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă. Польша княгинин мăнукĕ Евдокия Ивановна Иван Кузьминăн çемйинче вуннăмĕш ача пулнă кăна мар, хăй те вунă ача çуратса пăхса ÿстерсе паттăр амăшĕ пулса тăнă. Элли çемьере иккĕмĕш пулнă. Хăйĕн пурнăçĕнче кирек мĕнпе кăсăклансан та, кирек хăш ĕçе пикенсен те яланах тата пур çĕрте те маçтăр пек палăрнă. Элли Михайлович живопиç ăсти пек кăна мар, парашютист, кĕнеке тата промышленноç графикин пуçаруçи пек те, медальер искусствинче те, геральдикăпа вексиллографире те палăрнă. Мăшăрĕпе Галина Алексеевнăпа иккĕшĕ Эленăпа Юрие чăваш йăли-йĕркине пăхăнса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Элли Михайлович - Шупашкар хулин тата Красноармейски районĕн Хисеплĕ çынни. Чăваш Республикин патшалăх символĕсен - гербĕн тата ялавĕн, çавăн пекех Шупашкар хулин те, авторĕ. Çакăн çинчен йăлтах Илья Казаков-Волжанин «Художник Элли» поэтика повеçĕнче сăвăлласа çырса кăтартнă. «2005 çулта искусствоведени докторĕн Ю.В.Викторовăн «Элли Юрьев. Художник и время» кĕнеки кун çути курнăччĕ. Паллă маçтăрăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен питĕ пуян материал пухнă унта. Пирĕн вара ачасемпе çамрăксем валли ятарласа сăвăлла çырнă кăларăм хатĕрлес килчĕ. Çамрăк ăру сăнарлă искусствăн ÿнер тĕнчипе интереслентĕр терĕмĕр», - çырать кĕнекен хыçсăмахĕнче Чăваш Республикинчи Э.М.Юрьев ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен общество фончĕн директорĕ Владимир Серафимов. Сăвăллă повеç питĕ çăмăллăн вуланать. Тăван тăрăх историйĕпе кăсăкланакансемшĕн, чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентекенсемшĕн вăл - кăмăллă парне. Элли Михайлович Юрьев пирки эпир мĕн пĕлетпĕр-ха? Вăл художник пулнине чылайăшĕ чухлать-тĕр. «Чăваш Республикин гербĕпе ялавĕн авторĕ», - хушса калĕ хăшĕ-пĕри. Повеçпе паллашнă хыççăн вара Илья Волжанин вулакана Чăваш халăх художникĕн, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш АССР патшалăх премийĕн лауреачĕн шăпи çăмăлах килменнипе паллаштарма тĕв тунине ăнланса илетĕн. Элли Юрьев Чăваш кĕнеке издательствин директорĕнче, Шупашкарти ÿнер училищин, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педуниверситечĕн ÿнерпе графика факультечĕн, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн преподавателĕнче ĕçленĕ. Çичĕ çул Шупашкар хулин тĕп художникĕ пулнă. Элли Михайловичăн пултарулăхĕнче промышленноç графики уйрăм вырăн йышăнать. Вăл тĕрлĕ шрифтпа шрифт композицийĕсене, орнаментпа орнамент композицийĕсене шухăшласа тупнă. Юрьев çавăн пекех чăваш поэзийĕн классикне Константин Иванова, Андриян Николаев космонавта, А.Д.Сахаров академике халалласа тата Константин Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле кăларнă укçа авторĕ. «Манăн тăван халăх культуришĕн нумай ĕç тума ĕлкĕрес килет», - тенĕ хăй вăхăтĕнче Элли Михайлович. Иккĕленме кирлĕ мар: «Кĕçĕн Шетмĕн маттур арĕ нумай-нумай ĕç тума ĕлкĕрнĕ. Унăн ячĕ вилĕмсĕр».  

Роза АНАТОЛЬЕВА

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 524 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz