Кĕçех кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши
çуралнăранпа 110 çул çитет. Нумаях пулмасть Канаш районĕнчи Шăхасан
салинче Çеçпĕл Мишши урамĕн уявĕ иртрĕ. Унта çамрăксемпе ваттисем, шкул
ачисем, ял çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Çанталăк та илемлĕччĕ çав кун:
хĕвел хăйĕн çутă пайăркисемпе таврана ăшшăн ыталаса илнĕ тейĕн. Уява
Шупашкартан килнĕ хăнасем те хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши ентешĕсем - Лидия
Филиппова журналистпа Лидия Сарине поэтесса - илемлĕ сăввисемпе
савăнтарчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн студенчĕсем те хăйсен
пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Сăмахран, Наталья Александрова пирĕн паллă
та мухтавлă А.Г.Николаев космонавт летчик çинчен каласа кăтартрĕ.
Хăйсем патне Шуршăла, Космонавтика музейне хăнана чĕнчĕ. Эпĕ те, çак
йĕркесен авторĕ, Çеçпĕл Мишшин сăввине вуларăм. Шăхасанти “Шуçăм”
ансамбль савăнăçлă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕ. Çеçпĕл ялĕнчен çитнĕ “Шĕкĕр” те
вĕсенчен юлмарĕ. Канашран килнĕ А.Макаровăн юррисем те кăмăл-туйăма
çĕклерĕç. Поэтăмăра юратса, хисеплесе, унăн ячĕпе çĕнĕ урам çуралнине
кăмăлтан паллă турĕç Шăхасансем.
Çыпăçтарнисем: |