Тунтикун, 23.12.2024, 14:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Раштав » 9 » Сăвă-юрăçа халалласа савăнăçлă тĕл пулу каçĕ иртрĕ
Сăвă-юрăçа халалласа савăнăçлă тĕл пулу каçĕ иртрĕ
20:53
Сăн ÿкерчĕк
Пултаруллă ентеш-композитор, Чăваш Республикинчи композиторсен Ассоциацийĕн членĕ, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Гурий Федорович Алексеев-Яманак 75 çул тултарнине халалласа, районти тĕп библиотекăра савăнăçлă тĕл пулу иртрĕ.
Трак енĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри — Г. Алексеев 1938 çулхи чÿк уйăхĕнче Пăрăнтăк ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнăран, ăна Яманакри мăн аккăшĕ — Евдокия Захарова — пăхса ÿстернĕ. Çавăнпа та вăл, ку яла иккĕмĕш тăван кил вырăнне хурса, хăйĕн хушма ятне те унпа çыхăнтарнă. 
Пулас композитор Яманакри тата Красноармейскинчи шкулсенче вăтам пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн çар училищине вĕренме кĕнĕ. Унта çамрăк каччă пĕрремĕш хут алла хут купăс, баян тытать — хăй тĕллĕн выляма вĕренет. Уншăн çарти хора ертсе пынă Владимир Иванович Ларин музыкçăна халĕ те ырăпа аса илсе тав тăвать. 
Училищĕрен офицер пулса тухсан, Гурий Федорович Кольски çур утравĕнчи тĕрлĕ вырăнсенче хĕсметре тăрать. Запаса тухсан, Ленинград облаçĕнчи Луга хулинчи культура çуртне вырнаçать, кунти юрăпа ташă ансамблĕн концертмейстерĕ пулса тăрать. 1967 çулта Г. Алексеев тăван тăрăха таврăнать, культура ĕçне кÿленет. Çемье çавăрса, мăшăрĕпе — Вера Филипповнапа пĕрле кун-çулĕсене культурăпа искусство ĕçĕпе çыхăнтараççĕ. Гурий Федорович яланах мăшăрне хăйĕн пултарулăхри пĕрремĕш пулăшаканĕ вырăнне хурса хаклать. 
Гурий Федорович культура учрежденийĕсенче ĕçленĕ хушăрах Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, Хусанти музыкăпа педагогика институтĕнче аслă пĕлÿ илет. Районти культура çуртĕнче хорсем йĕркелет, ытти ялсенчи пултарулăх ушкăнĕсене пулăшса тăрать. Ăста музыкçă 1968 çултанпа хăй те юрăсем çырать, юрăçă пулса та сцена çине тухать. Ку таранччен 200 ытла илемлĕ юрă кĕвĕленĕ. Вĕсенчен 50 ытла юррин сăввисене хăех çырнă. Юрă-ташă сюитисем, оркестр валли пĕчĕк пьесăсем çырать. Ахальтен мар ĕнтĕ нумай смотрсемпе фестивальсенче унăн хайлавĕсене пысăка хурса хаклаççĕ. Сăвви-юррисем Тăван çĕр-шыв, Трак тăрăхĕ, тăванлăх, юратупа туслăх çинчен. Вĕсене паллă юрăçсем Чăваш радиопа час-часах шăрантараççĕ. Юррисене пĕр çĕре пухса кĕнеке те кăларнă Г. Алексеев, халĕ иккĕмĕшне пичете хатĕрленĕ. 
Каласа хăвармалла: Алексеевсен çемйи халĕ Çĕрпÿ енчи Кăнарта пурăнать, виçĕ маттур ывăл çитĕнтернĕ вĕсем: Женя, Олег, Федор. Гурий хăйĕн тăван ашшĕн ятне панă кĕçĕн ывăлĕ — Федор вара ашшĕ çулĕпе кайнă. Вăл Шупашкарти педагогика университечĕн музыка факультетĕнче композиторсен класне пĕтернĕ. Халĕ Чăваш радиора вăй хурать. 
Хаваслă тĕл пулу каçĕнче юбилярăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен çак мероприятине хатĕрленсе ертсе пынă культура ĕçченĕ — С. Гурьева библиотекарь каласа пачĕ. Пухăннисем электронлă курав пăхрĕç. Г. Алексеева халалласа кăларнă "Юррăмсем, юратрăм эп сире...” ятлă буклетне парнелĕх илчĕç. 
Чи малтан саламлаканĕ Гурий Федоровичăн чи шанчăклă тусĕ, хăй пекех ăста музыкçă — Владимир Аксенов композитор пулчĕ. Вăл — Йĕпреç тăрăхĕнчен, халĕ Çĕрпÿ районĕнчи Вăрманкасри юрăпа-ташă ансамблĕн ертÿçи. Владимир Николаевич баянпа выляса юлташĕн юррисене юрлаттарчĕ. 
Г. Алексеев хамăр районти чылай сăвăçсен хайлавĕсене юрра хывнă. Юбилей каçне пынă Г. Дубров, Л. Антонов, Н. Ершов поэтсем юратнă композитор пирки ăшă сăмахсемпе аса илсе тав турĕç, халал сăввисене вуларĕç. Вĕсен сăввисемпе çырнă юрăсене В. Алексеева, З. Смирнова, Г. Дубров юрăçсем шăрантарчĕç, ушкăнпа та юрларĕç. Вĕсене пĕтĕмлетсе, районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçи Г. Ефимов-Тусли тухса калаçрĕ, юбиляра ăнăçусем сунчĕ. 
Хăйне çапла хакласа чыс тунăшăн Гурий Федорович пурне те тав сăмахĕ каларĕ, малашне те юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшма, тăван районти культура мероприятийĕсене хастар хутшăнма шантарчĕ. 

Н. Янгер
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 715 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Раштав 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz