Тунтикун, 02.12.2024, 17:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2017 » Утă » 27 » Пурнăç урапи çаврăнать
Пурнăç урапи çаврăнать
10:13
Сăн ÿкерчĕк

Çак кунсенче вулакан аллине “Пурнăç урапи çаврăнать” кĕнеке çитрĕ. Авторĕ — “Ял пурнăçĕ” хаçатăн общество корреспонденчĕ, Красноармейски ялĕнче пурăнакан, районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Т. Борисова. Типографи сăрĕн шăрши кайса пĕтмен кăларăмпа паллашма тỹр килчĕ мана. Алла тытрăм та вĕçне çитичченех вуласа тухмасăр чăтаймарăм. “Пурнăç яланах вăл е ку пулăмпа çыхăнать, — çырать кĕнекен ум сăмахĕнче Татьяна Ивановна. — Ман шутпа, вулаканшăн мĕн пулса иртнине çырса кăтартни кăна çителĕксĕр, çав пулăма чун тарăнăшĕпе, виçевĕпе, илемлĕх мелĕсемпе тата саккунĕсемпе, этемлĕх принципĕсене тĕпе хурса, ирĕклĕх сывлăшĕпе çыхăнтарса, чăвашăн малашлăхне ĕненсе, пур енĕпе шĕкĕлчесе, пурне те ăнлантарса пани вырăнлă. Çапла чылай шутласа çỹренĕ хыççăн хам ку таранччен хаçат-журналта пичетленнĕ материалсене пĕр çĕре пухса пысăках мар кĕнеке кăларма тĕллев тытрăм. Манăн “Пурнăç урапи çаврăнать” кĕнекен геройĕсем тĕрлĕрен, кунта çĕр ĕçĕпе ĕмĕрленĕ ватă та, шут ăсти те, киномеханик та, ỹнерçĕ те ... пур”. Кĕнеке икĕ пайран тăрать. Унăн пĕрремĕш пайĕ “Атте-аннерен хакли çук” материалпа пуçланать. Автор хăйĕн ашшĕпе амăшĕ — Иванпа Ольга Григорьевсем пирки питех те ăшшăн каласа парать. Çак çемье ултă ача пăхса ỹстернĕ: Галя, Аля, Коля, Таня, Надя, Саша. Вĕсенчен виççĕшĕ педагог профессине суйласа илнĕ. Т. Борисова хăйĕн хунямăшĕ — Мария Борисовна Борисова пирки те ăш пиллĕн аса илет. Ун çинчен вăл “Çирĕп тымартан тухнă” материалта çырса кăтартать. “Пурте вăрçă вутĕнче пиçĕхнĕ çак çемьери çынсем: пĕрремĕш тĕнче вăрçинче “иккĕмĕш Микулай патшашăн çапăçнă”, каярахпа совет влаçне хỹтĕленĕ, нимĕç эшкерĕсене аркатнă”, тет автор. Татьяна Ивановна хăйĕн тăванĕсем — Çĕньял Упири вăрçă тата педагогика ĕçĕн ветеранĕн Василий Захаровпа Анна Гурьева çемйинчи икĕ хĕрĕпе ывăлĕ çинчен “Раиса Васильевна”, “Нимĕчкассинчи Зоя аппа”, “Ỹнер ăсти” тĕрленчĕксенче каласа кăтартать. “Овчинниковсем”, “Тăвансем патĕнче, Авруй тăрăхĕнче”, “Упи ялĕ парнеленĕ Ăраскал” материалсем те çăмăллăн вуланаççĕ. “Пенси фончĕн ĕçченĕ” тата “Пурнăçа юратакан чĕресем” тĕрленчĕксен тĕп геройĕсем — пĕр тăван Альбинăпа Римма Васильевасем. Пĕри РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕнче тăрăшать, тепри “Чул хула трансгаз Газром” ООО филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев йышăнăвĕпе 2017 çула Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕç. “Обществăн кирек епле аталанăвĕ те çемье пуянлăхĕнчен килет: çемье мĕн чухлĕ çирĕпрех, тăван республика, çĕршыв çавăн чухлĕ вăйлăрах, — палăртать Т. Борисова, — çакна пилĕк ача амăшĕ пулнă май аван пĕлетĕп тата чухлатăп. Çавăнпа та хамăн çĕнĕ кĕнекере чыс-хисепе тивĕç амăшĕпе ашшĕ, кукамăшĕпе аслашшĕ малти вырăна тухса тăмалла, асăннă çулталăкра вĕсене чăн-чăн парне пултăр терĕм”. “Ырă йывăçăн çимĕçĕ паха" тĕрленчĕкре автор Красноармейскинчи Новая урамра пурăнакан пилĕк ачаллă Борисовсем пирки каласа парать. Кил хуçи — Геннадий Николаевич 1985 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тулли мар яваплă “Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕнче-Заволжски ЛПУМГра инженерта ĕçленĕ. Мăшăрĕ — Ирина Васильевна вара профессийĕпе педагог, Алманч шкулĕнче, каярах Янкас шкулĕ хупăничченех ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Директор çумĕ пулнă. 40 çул ытла пĕр-пĕрне килĕштерсе, тату пурăнаççĕ Борисовсем. Пилĕк ачине пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Саша ывăлĕ хăйĕн çемйипе Швецинче ĕçлесе пурăнать. Тăхăр мăнук çитĕнет. Нумай ачаллă çемьесем пирки “Марье аппан савăнăçĕ”, “Кĕмĕл саслă “Трак ен”, “Хĕрĕх çул килĕшỹпе юратура”, “Ĕçпе пиçĕхсе иртнĕ ĕмĕрĕм асрах” тĕрленчĕксенче çырса кăтартнă. “Профессор аппăшĕ” ятлă очеркра автор Алманч ялĕнчи О. Спиридонова пирки тĕплĕн çырса кăтартать. Ольга Спиридоновна иртнĕ çулхи июльте 100 çул тултарнă. Хаклă ватăна ку тăрăхра Мускав университечĕн профессорĕн Семен Спиридоновăн аппăшĕ пулнипе аван пĕлеççĕ. Ульки ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ. 78 çула çитичченех тăван хуçалăха тымар çимĕç çитĕнтерсе панă. Паян 17 мăнук, 18 кĕçĕн мăнук Ульки аппан. Чи кĕçĕннисене ятран пĕлмест-калаймасть пулин те, вĕсем Спиридоновсен йăхĕнчен пулнине ăнланать-туять вăл. Ватлăх туяпах юнать çав: пĕрремĕш ушкăн инвалидне тула тухса çỹреме çăмăл мар паян. Рая хĕрĕ унăн чăн-чăн пулăшуçи. Т. Борисова профессийĕпе — вĕрентекен. Çавăнпа та педагог ĕçне питех те аван пĕлет. Кĕнекере вăл 40 çул çак тытăмра тăрăшса “ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ” хисеплĕ ята тивĕçнĕ, Упи вăтам шкулĕсенче ачасене ỹнер ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшакан И. Матвеев пирки питех те уçăмлăн çырса кăтартать. Иван Петровичăн мăшăрĕ те — учитель. Валентина Петровна Алманч, Упи шкулĕсенче ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура. Вĕсен Мария хĕрĕ те вĕрентекен, Упири ятарлă шкулта вăй хурать. Хăй Супар ялĕнче çуралса ỹснĕ май, Татьяна Ивановна ентешĕсем пирки те ăш пиллĕн каласа кăтартать. Çакна эпир “Наталья аппана — тăхăр теçетке çул”, “Супарти киномеханик”, “Асамлă шăлсен техникĕ” материалсене вуласан аван пĕлетпĕр. Иккĕмĕш пайне 13 очеркпа тĕрленчĕк кĕнĕ. “Кун-çул хитре ыр тĕллев пулсан кăна” очеркра Кивĕ Йĕкĕтри “йышлă тымарлă” Алексеев пирки сăмах. Кил хуçи хĕрарăмĕ — Дина Захаровна ĕмĕрне шкулсенче, совет органĕсенче ĕçлесе ирттернĕ. Анатолий Маркович вара профессийĕпе — водитель. Заволжски ЛПУМГăн автогаражĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Виçĕ ача пăхса ỹстернĕ вĕсем. Асли, Саша, инженер-механик, тулли мар яваплă Чул хула трансгаз Газпром” пĕрлешĕвĕн филиалĕнче — Заволжски ЛПУМГра вăй хурать, смена инженерĕ. Вăталăххи — Иван, ЗЛПУМГ водителĕ. Елена хĕрĕ — врач-стоматолог. Паян кирек епле кĕнекене те вулакан патне çитерме çăмăл мар. “Пурнăç урапи çаврăнать” кĕнекене кăларма пулăшнăшăн автор уйрăм çынсене, предпринимательсене, хастарсене тав тăвать. Унта пĕтĕмпе 39 очеркпа тĕрленчĕк кĕнĕ. Кĕнекене Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин “Çĕрпỹ издательство çурчĕ” автономи учрежденийĕнче пичетленĕ. Сăнỹкерчĕксем чылай вырнаçтарнă. 164 страницăран тăракан кĕнекери сăнỹкерчĕксене тĕрлĕ тĕспе пичетленĕ май, вĕсем ăна татах та илем кỹреççĕ. 

С. Самсонов.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 394 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2017  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz