Эрнекун, 20.12.2024, 16:54
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2016 » Пуш » 12 » “Пурнăç йĕрĕ” — Николай Ершов поэтăн ĕçĕ-хĕлĕн çул-йĕрĕ
“Пурнăç йĕрĕ” — Николай Ершов поэтăн ĕçĕ-хĕлĕн çул-йĕрĕ
23:33
Сăн ÿкерчĕк

Иртнĕ çул Раççейре Литература тата Чăваш Енре К. В. Иванов классик çулталăкĕ пулнипе асра юлчĕ. Ку çулталăкра ырă йĕр хăварас тĕллевпе Трак енри çыравçă-сăвăçсем те тỹпе хывас тесе сахал мар вăй хучĕç. Çак йыша Янкасри Н. Ершов-Янгер поэта та кĕртетĕп. Николай Гаврилович, хăйĕн пĕлтĕрхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе, “Пурнăç йĕрĕ” ятпа сăвăсен кĕнекине пичетлесе кăларчĕ. “Унта пĕтĕмпе 36 сăвă кĕчĕ. Вĕсем пурте — иртнĕ çул çырнăскерсем”, — тет Н. Янкас, А. Талвир тата П. Искеев ячĕллĕ премисен лауреачĕ Н. Ершов-Янгер. Сăмах май, ăна пĕлмен-палламан çын хамăр тăрăхра сахал пуль. Вăл литература лаççинче хăйĕн çул-йĕрне такăрлама тытăннăранпа кăçалхи апрелĕн 4-мĕшĕнче 60 çул çитет. Райхаçат редакцийĕнче те пĕр хушă тар кăларнăскер, çак тапхăрта “Ял пурнăçĕнче” вун-вун очеркпа статья, тĕрленчĕкпе сăвă пичетлесе кăларнă. Ку хушăрах Николай Гаврилович — 15 кĕнеке авторĕ те. Вырăнти композиторсем унăн 150 ытла сăввине кĕвве хывнă. Сăвăç кунсăр пуçне общество ĕçĕнче те хастарлăхпа палăрнă, палăрать те. Вăл 12 çул районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхне ертсе пынă. Н. Ершов-Янгер — Красноармейски ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ, Раççей журналисчĕсен, Чăваш писателĕсен Союзĕсен тата Композиторсен Ассоциацийĕн, наукăпа ỹнер академийĕн членĕ, хисеплĕ таврапĕлỹçĕ. Ăна М. Шолохов, М. Джалиль, Ф. Павлов тата А. Николаев космонавт летчик ячĕллĕ медальсемпе наградăланă. Николай Гавриловича пĕтĕм чăвашсен И. Я. Яковлев ячĕллĕ наци премийĕпе чысланă, “ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” тата “Чăваш наци культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятсем, Раççей журналистсен Союзĕн, ЧР культура министерствин, Чăваш Наци Конгресĕн, Чăвашсен обществăпа культура центрĕн, пултарулăх пĕрлĕхĕсен Хисеп грамотисене тата Тав хучĕсене панă. 44 страницăран тăракан ку кĕнекене автор хăех редакциленĕ. Н. Ершов-Янгерăн Кивĕ Йĕкĕтри Е. Сергеевана, Васнарти В. Новоселована, Алешăпа Наташа Петровсене, Чăваш халăх поэтне Ю. Сементере, И. Прокопьев-Чураль сăвăç-юрăçа, ывăлне —Сашăна, “Капкăн” журнала, Ордем Галине, Янкасри Ю. Галкина ветерана, ЧР тава тивĕçлĕ зоотехникне Н. Петрова, Ромăпа Маша Артемьевсене, Ю. Листопада, Сашăпа Рита Ершовсене, И. Патмар фольклориста халалланă тата ытти сăввисем ку хутĕнче те, ытти чухнехи евĕрех, çăмăллăн тата асра юлмалла вуланаççĕ. Аслă юлташăмăн — Н. Ершов-Янгерĕн çĕнĕ “Пурнăç йĕрĕ” кĕнекипе хавхаланса паллашрăм. Поэзипе интересленекенсемшĕн вăл — чăннипех те паха парне. Николай Гавриловича вара поэзи лаççинчи сунтала йывăр мăлатукпа малашне татах та сумлăраххăн шаккаса, вут-хĕм сирпĕтсе сăвă хыççăн сăвă шăрçалама, кĕнеке хыççăн кĕнеке пичетлесе кăларса халăха савăнтарма çирĕп сывлăхпа вăй-хăват, тулли ăраскал, чун ăшши, ăнтăлу сунатăп. Калемỹ ялан çивĕч пултăр, Николай Гаврилович!

В. Данилов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 424 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2016  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz