Элпи пултарулăхĕнчен Валентина Элпин «Пулас кинсем» кĕнеки чылай вулакан аллинче пулнă тесен те йăнăш пулмĕ. Виçĕ пайран тăракан романа пичетленĕренпе чылай çул иртнине (унчченхи 1989 çулта тухнă) шута илсех пулĕ Чăваш кĕнеке издательстви ăна вулакансем патне тăваттăмăш кăларăмпа çитерме шутларĕ. Уйрăмах, çыравçă кăçал кăрлач уйăхĕнче 100 çул тултарнине шута илсен ку хăйне евĕр парне пулчĕ — çыравçăшăн та, кĕнеке вулама кăмăллакансемшĕн те. «Пулас пинсем» кĕнекере çырса кăтартнă чăваш хĕрĕсем — Талюнапа унăн тус-тантăшĕсем — çитĕнсе çитнĕ-çитмен фронта тухса каяççĕ. Тăван çĕршывшăн пынă хаяр вăрçă вĕсен шухăш-кăмăлне пиçĕхтерсе çирĕплетет, халăх ирĕклĕхĕшĕн, юратнă çĕршыва хӳтĕлесе хăварассишĕн темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттереççĕ вĕсем. Хаяр çапăçусенчен киле çĕнтерӳçĕсем пулса таврăннă хĕрсем мирлĕ ĕçе кӳлĕнеççĕ. Тăнăç пурнăçра та ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çĕнĕ кĕнекене лавккасенче туянма май пур. 1989 çулхи кăларăмпа вара пирĕн электронлă вулавăшра паллашма пулать.
Çыпăçтарнисем: |