Пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче Трак енре А. Яковлев пулчĕ. Андрей Васильевич — хамăр ентеш, Çĕньял Упи ялĕнче çуралнă. Вăл — ку тăрăхран тухнă ят-сумлă журналистăн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Александр Васильевич Яковлевăн шăллĕ. Тăван ялĕнчен 30 çул каяллах тухса кайнăскер, Питĕрте çар пĕлĕвĕ илнĕ, тĕрлĕ вырăнта службăра тăнă, халĕ Крымра, Севастопольте ĕçлесе пурăнать. Ку хутĕнче те Андрей Васильевич тăванĕсемпе, пĕрле вĕреннĕ тус-юлташĕсемпе курнăçрĕ, унтан районти Н. Янкас ячĕллĕ премин çĕнĕ лауреачĕсене чысланă каçа хутшăнчĕ. Ентеш пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 9—10-мĕшĕсенче Крымра чăвашсен Акатуйĕ кĕрлени, çакăнта çурутрав çинчи чăваш наци культура автономийĕн тỹпи пысăккине (вăл хăй те — автономи ертỹçисенчен пĕри), Крымпа Севастопольсĕр пуçне чăваш культура обществисем Керчь тата Евпатори хулисенче те пуррине пĕлтерчĕ. Унăн шухăшĕпе, вĕсем пысăк ĕç тăваççĕ. Калăпăр, Акатуй ентешсемшĕн кăна мар, ытти халăх çыннисемшĕн те тĕлĕнмелле чаплă уяв пулнă. Крым чăвашĕсем кунпа пĕрлех иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче Чỹклеме те ирттернĕ. Вĕсен “Туслăх” фольклор коллективĕ хулари тĕрлĕ мероприятисене тăтăшах хутшăнать. Ытти ĕç-пуç пирки те ыйтса пĕлтĕмĕр эпир аякра тĕпленнĕ ентешрен. Туллин каласа пани, чăвашсем, инçетре пурăнаççĕ пулсан та, хăйсен ятне яманни, авалхи несĕлсен йăли-йĕркине тытса пыма çине тăни вара савăнтармаллипех савăнтарчĕ.
В. Тавкил.
Çыпăçтарнисем: |