Петĕр Яккусен (П.Я.Яковлев) поэт, ăсчах, тăлмачă çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче...» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ
- Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. Ку тӑрӑхри ялсем сахалран та 300-400 ҫул лараҫҫӗ. Халапсем тăрăх, ку вырăнта Упаç ятлă тĕне кĕмен чăваш пурăнни паллă, çавăнпа ку яла çапла ят панă теççĕ. Ку вырăнта упа шăтăкĕ пулни çинчен калакан халапсем те пур. Хальхи Упаçырма унччен Тăмсар ятлă пулни те паллă.
- Вăл нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, вуннăмĕш ача пулнă. Ашшĕ, Яков Иванович 1900 ҫулта ҫуралнӑскер, революции саманине курнӑ, Граждан вӑрҫи витӗр утса тухнӑ, коллективизаци хӑрушлӑхне курнӑ, Аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. Петӗршӗн вӑл ĕмĕр тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулнă. Амӑшӗ Элӗк районне кӗрекен Мартынкасси ялӗнчен пулнӑ. Коллективизаци вӑхӑтӗнче вӗсен ӑраттине пӗтӗмпех Ҫӗпӗре янӑ. Унта та вӗсем ҫирӗп хуçалăхпа пурӑнса кайнӑ. Кунта вӗсен пӗрремӗш ывӑлӗ ҫуралать. Вуннӑмӗш ачи (Петӗр) ҫуралнӑ чухне ашшӗ 50-ра, амӑшӗ 45-ре пулнӑ. «Атте мухтаннине, вӗҫкӗнленнине юратмастчӗ. Ҫавсене мана та парса хӑварнӑ. Анне пек кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ ҫынна курман эпӗ, – аса илет П. Яковлев. – Юлашки ҫӑкӑр татӑкне ачисене ҫитерсе ӳстернӗ». Питĕ ырă кăмăллă çын пулнă вăл, яланах ачисемшĕн тăрăшнă, анчах та вăйлă шăнса чирленĕ пирки нумай пурăнайман. Ун чухне Петĕр 14-ра пулнă. Виçĕ пиччĕшĕ вăрçăра вилнĕ. Халĕ вĕсем 3 пĕр тăван çеç юлнă.. Ача чухнех пулас поэт кĕнеке вулама юратнă, ку юратăва ăна ашшĕ панă. Ӑста ҫыравҫӑсен произведенийӗсемпе паллашни ӑна хӑйне те сӑвӑсем ҫырма хистенӗ. Шкулта «5» паллăсемпе вĕреннĕ, отличник пулнă. «Эпĕ пичче-аппаран 4 çултах вулама-çырма вĕреннĕ. Ачаллах нумай пĕлесшĕн çуннă. Мăн Шетмĕре пĕлÿ пухнă. Вăл вăхăтра шкул кĕрлесе кăна тăратчĕ. Учительсем питĕ лайăхчĕ. Шкулти тата ялти вулавăшсем питĕ пуянччĕ», - каласа кăтартать Яккусен. 1967 çулта Мăн Шетмĕри вăтам шкултан, 1975 çулта Чăваш патшалăх университетĕнчи историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. 1968 çулта Мăн Шетмĕ ялĕнчи вулавăшра библиотекарьте вăй хунă.1968-1970 çулсенче Çар ретĕнче хĕсметре тăнă, сержанта çити ÿснĕ. «Çарти хастарлăхшăн» юбилей медальне тивĕçнĕ (1970). Тăван чăваш чĕлхине тата пурнăçа юратни ăна сăвăсем çырма хистенĕ.
- Хăйĕн пĕрремĕш «Анне» ятлă сăвввине 1967 çулта Красноармейски районĕн «Ял пурнăçĕ» хаçатĕнче пичетленĕ. Вăл ун чухне 17 çулта пулнă. Кунсăр пуçне çамрăк çыравçăсен «Çĕнĕ кĕвĕ», «Çеçпĕл çеçкисем» сăвă пуххисенче , «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ. Пĕрремĕш сăвă кĕнеки – «Кумаляк» (1984). Автор ытларах çут çанталăк, ачалăх, тăван кил темăсемпе çыхăннă шухăш-туйăмсене çĕклет.
- П.Я.Яковлев 1978-79 çулсенче Кушкăри 8 çул вĕренмелли шкулта, унтан 1979–1983 çулсенче Элĕк районĕнчи Мартынкасси шкулĕнче директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулнă тата ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. 1983-2000 çулсенче Петр Яковлев Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн кафедринче ĕçленĕ, аспирантурăра вĕреннĕ, ассистентран доцента çити ÿснĕ. 1989 çулта «Чăваш чĕлхинчи сăмах пусăмĕ» темăпа кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. 1995 çулта унăн «Чăваш фонетики» вĕренÿ кĕнеки пичетленсе тухнă. 2000-2007 çулсенче Библие тĕрлĕ чĕлхене куçарас енĕпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институтĕнче тăрăшнă. 2007-2012 çулсенче Шупашкарти культурăпа искусство институтĕнче преподаватель-доцент тата культура факультечĕн деканĕ пулнă. 2012 çултанпа Чăваш патшалăх гуманитари институтĕнче ăслăлăх аслă сотрудникĕнче ĕçлет. Сăвăсем çырать, чылай кĕнекесен авторĕ. Вăл — Раççей писателĕсен союзĕн пайташĕ (1986). Яков Ухсай, Хĕветĕр Уяр, Георгий Ефимов, Александр Артемьев, Василий Алентей тата ытти сумлă çыравçăсем ăна литература çулне уçса параканĕсем пулнă. Паянхи пурнăçра П.Я.Яковлев – вӗрентӳҫӗ, куҫаруҫӑ, ӑсчах, чӗлхеҫӗ, таврапӗлӳҫӗ, ҫыравҫӑ, купӑсҫӑ, ҫемье пуҫӗ, ял ӗҫченӗ (йышлӑ качака ӗрчетекен, пахча ҫимӗҫ ӑсти)...
- Петр Яковлев чăваш фонетикипе филологин ыйтăвĕсене туллин тĕпченĕ, наукăпа тĕпчев статйисем çырнă, "Чăваш фонетики" вĕренỹ пособийĕ пичетленĕ (1995). Кунта вăл чĕлхе пĕлĕвĕн çитĕнĕвĕсене шута илсе тата тăван чĕлхе йĕркин хăйне евĕрлĕхне асра тытса хăш-пĕр пулăмсене урăхла ăнлантарнă, консонантизм, сингармонизм, пусăм çинчен каланă шухăшсем уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кĕскен каласан, чăваш чĕлхин альтернативлă фонетикăпа фонологине йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне «Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем» библиографи кăтартăвĕ кăларнă (2006).
- Библи куçарассипе икĕ ушкăн ĕçленĕ: пĕри – чиркÿ валли тулли Библи хатĕрленĕ (ред. Ева Лисина), тепри – килте вуламалли кĕнекесем пичетленĕ (куçаруçи Петĕр Яккусен). Иккĕмĕш ушкăн çак тĕн кĕнекисене кун çути кăтартнă: «Иисус Христос Хуçамăр панă Çĕнĕ Халал» (Новый завет), «Лука пĕлтернĕ Ырă Хыпар» (Евангелие от Луки), «Ырă Хыпар : Матфей, Марк, Лука, Иоанн пĕлтернĕ» (Новый Завет), «Ача-пăча Библийĕ» (Библия для детей) тата ыт. те.
- Поэтăн пичетленсе тухнă поэзи кĕнекисем: «Кумаляк» (1984), «Тăм тăвайкки вăййисем» (1985), «Уй варринче» (1987), «Юман чĕлхи» (1990), «Çавра кÿлĕ» (1993), «Çĕн уйăх çути» (2006), «Эснереш» (2007), «Кĕмĕл кимĕ» (2010), «Шурă пĕлĕтсем» (2012).
- Поэт Китай литературипе те кăсăкланнă. Вăл 800 çула яхăн каялла çырнă, китайларан вырăсла пичетленнĕ «Троесловие» (Сань-цзы-цзин) хайлава чăвашла куçарнă (2012).
- …У него «...по сравнению со своими сверстниками, пожалуй, особенно сильно выражена вера в реально-действенное значение поэтического слова... Яковлев (Яккусен) избегает сложной метафорики и густой образности. На первом месте в стихотворении у него стоит решение той или иной нравственной задачи... Мысль его выражена предельно кратко и ясно...» », - çак сăмахсене чăвашсен паллă литературовечĕ тата чĕлхеçи Атнер Хусанкай публицист тата общество хастарĕ каланă. Вăл Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ (1989), Латви журналисчĕсен пĕрлĕхĕн (1987), Халăхсен туслăхĕ» журналăн (1987), Митта Ваçлей ячĕллĕ (1998) тата Пĕтĕм тĕнчери Давид Бурлюк ячĕллĕ премисен лауреачĕ.
- Ман шутпа, «… - эс ман Иерусалим, патшалăхăм та тĕп хулам. Тĕн те…» тесе автор хăйĕн тăван енне, тăван ялне, тăван килне калать. Упаçырми – Иерусалим, мĕншĕн тесен вăл кунта çуралнă, унсăр эп никам та мар тесшĕн. Кирек ăçта кайсан та Тăван çĕршыва, çуралнă яла, тăван киле ялан чун туртать. Унсăр чунра пушă, кичем. Унта – чун киленĕçĕ, канăçĕ. Тĕн тесе автор хăйĕн çакăнта чăмăртаннă хăйĕн тĕнче курăмне, шухăшлавне, ĕмĕтленĕвĕн тĕвви-сăпкине палăртать.
Çыпăçтарнисем: |