Иртнĕ кунсенче Красноармейски муниципалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕ, Чăваш Наци Конгресĕн Красноармейски округĕнчи уйрăмĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленипе Интернет урлă "Улăп – 2022: Эпир – Улăп йăхĕнчен!" инçет вăйă конкурс вĕçленчĕ. Ăна Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерлӗхӗн ҫулталӑкне, Чӑваш Енри паллӑ ентешсен ҫулталӑкне тата хамăр ентеш Н.Д.Дмитриев (Карай) поэт-прозаик çуралнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Конкурса пурĕ 74 ача хурав ярса панă. Вăйă конкурс ыйтăвĕсене пур ача та ăнăçлă хуравлама пултарнă. Пĕтĕмĕшле илсен, çак шкулсен вĕренекенĕсем хастар пулчĕç: Красноармейски шкулĕ – 44, Чатукасси шкулĕ – 5, Карай шкулĕ – 4, Упи шкулĕ – 4, Трак шкулĕ – 4, Пикшик шкулĕ – 5 ача, Кĕçĕн Шетмĕ – 2, Мăн Шетмĕ – 3, Еншик Чуллă – 2. Пĕр ача Елчĕк районĕнчи Курнавăш шкулĕнчен пулчĕ. Вăйă конкурс ыйтăвĕсен хуравĕсене тупма йывăртарах пулчĕ пулин те, вăл ăнăçлă иртрĕ теме пулать. Чăннипех маттур пулчĕç ачасем. Вăйă конкурс оргкомитечĕ тата тÿресен йышĕ 36 ачан ĕçне тивĕçлипе хакларĕ: 1-мĕш вырăна 12 ача çĕнсе илме пултарчĕ, 2-мĕш вырăна 8 ача тухрĕ, 3-мĕш вырăна вара 16 ача йышăнчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе мала тухнисене Красноармейски муницпалитет округĕн социаллă аталану тата архив ĕçĕсен пайĕн Дипломĕпе чыслĕç, хутшăннисем сертификат илĕç.
Пĕтĕмлетÿ протоколĕ
Çыпăçтарнисем: |