Ытларикун, 05.11.2024, 22:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2013 » Нарăс » 26 » Нихăçан манăçми музыкант
Нихăçан манăçми музыкант
17:26
Сăн ÿкерчĕк
Иртнĕ кунсенче Янкасри вулавăшра çак ялта çуралса ÿснĕ, кунтах ĕмĕрленĕ пултаруллă çынна — культурăн талантлă ĕçченне, педагога, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитора, сăвăç-юрăçа, спорт тусне, общество ĕçĕсен хастарне Геннадий Прокопьева сума суса Ас тăвăм кунĕ ирттерчĕç. Пурăннă пулсан Геннадий Маркович кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнче 70 çул тултарнă пулĕччĕ. Питĕ шел, йывăр чире пула вăл пирĕнтен 2002 çулхи майăн 23-мĕшĕнче вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Анчах та унăн пархатарлă ĕçĕсем халăхра нихăçан та манăçмаççĕ, ăна лайăх пĕлекенсем асрах тытаççĕ.
Геннадий Маркович Прокопьев кăрлач сиввисем шатăртаттарнă вăхăтра çут тĕнчене килсе кун çути курнă. 1943 çулхи çав вăхăтра Совет Çарĕ Сталинграда нимĕç фашисчĕсенчен ирĕке кăларассишĕн вирлĕн çапăçнă. Унăн ашшĕ те — Марк Прокопьев — фронтра юн тăкса пуçне хунă. Тăлăха юлнă салтак арăмĕ — халĕ те пурăнакан 95 çулхи Анна Ивановна пĕртен-пĕр ывăлне пур-çук пурнăçпа пăхса ÿстернĕ. Пулас музыканта ура çине тăратма ашшĕн шăллĕ — халĕ 80 çул тултарнă Алексей Прокопьевич та нумай пулăшнă. Ахальтен мар вăтам шкул хыççăн каярахпа Геннадий Маркович Çĕрпÿри культура, Шупашкарти музыка училищисенчен вĕренсе тухнă. 
Г. М. Прокопьев Янкасри культура çуртĕнче 35 çул ырми-канми тăрăшнă, пултарулăх ушкăнĕсен илемлĕх ертÿçи пулнă. Çав хушăрах шкулсенче ачасене музыка енĕпе 18 çул пĕлÿ панă. Унсăр пуçне район центрĕнчи предприятисемпе учрежденисен хорĕсене ертсе пынă. "Янкас тăхлачисем” ятлă фольклор ушкăнĕ хăй вăхăтĕнче районти Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ. 
Музыкăна ăста пĕлнĕрен Геннадий Прокопьев юрăсем кĕвĕлессипе те палăрнă, кашни çул чылай юрă хывнă. Паллăраххисем: "Чĕререн ытарми савнă ял”, "Туссем, килсе курăр хăнана”, "Ака туй юрри”, "Хăна юрри”, "Телее никам та валеçмен”, "Эс — ман чĕрере”. Н. Ершов сăввипе çырнă малтанхи юрри ял гимнĕ пулса юлчĕ. 
Юлашки çулсенче вăл хăй те юррисен сăмахĕсене çырнă, вĕсене район хаçатĕнче, уйрăм кĕнекесенче кăларнă. 
Асăну кунĕнче Геннадий Прокопьевăн нумай енлĕ талантне туллин тишкерчĕç. Унăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çывăх тантăшĕ пулнă Н. Ершов сăвăç-юрăç тĕплĕн каласа пачĕ, хăйĕн юбиляра халалланă тата Г. Прокопьев çырнă хăш-пĕр сăввисене вуларĕ. 
Юратнă композитора чыслама Янкас тăрăхĕнчи 5 ялтан çынсем йышлăн килнĕ. Çавăнпа та ун пирки ăшшăн аса илекенсем нумайăн пулчĕç. Вулавăш ертÿçи Г. Ильина пуçарса панă хыççăн кунти ветерансен канашĕн председателĕ Ю. Ефремова, Геннадий Марковичпа пĕрле ĕçленĕ Е. Маркова, "Янкас тăхлачисем” пултарулăх ушкăнне йĕркеленĕ А. Илларионова, çавăн пекех Геннадий Прокопьева сума суса Л. Семенова, Л.Карпова, Е. Порфирьева, Л. Иванов, Ю. Галкина, Л. Ершова, Ю. Волков ун пирки ырă сăмахсем каларĕç. 
Çак кун пухăннисем пурте пĕрле "Янкас тăхлачисем” ушкăн репертуарĕнчи халăх юррисене шăрантарчĕç. Геннадий Прокопьев çырнă юрăсене культура ĕçченĕ Е. Маркова юрларĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле Янкас гимнне шăрантарчĕç. 
Паллă музыкантăн юбилейне районти ветерансен канашĕн ертÿçи тата Н. Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн председателĕ Г. Ефимов хутшăнчĕ, сăмах каларĕ. Пуринчен те ырри вара вăл мĕн пур юрăсене хут купăспа вылярĕ. 
Сăвăç-юрăç юбилейĕ тĕлне вулавăш ертÿçи Г. Ильина ятарлă буклет кăларнă, унăн хайлавĕсен тата сăн ÿкерчĕксен куравĕсене йĕркеленĕ. 
Асăну кĕрекинче Геннадий Прокопьевăн хĕрĕсем — Иринăпа Надежда — пухăннисене хăйсен ашшĕне çапла чысланăшăн чĕререн тав турĕç. 
Хăйсен пултаруллă ентешне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнас тĕллевпе, пĕр шухăшлă пулса, Геннадий Прокопьевăн сыхланса юлнă сăвви-юррисене пухса илемлĕ кĕнеке туса кăларма йышăнчĕç.

Николай Ершов

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 488 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Нарăс 2013  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz