Районти Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унта кун йӗркине кӗртнӗ пилӗк ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗп тӗллев ҫак уйӑхра асӑннӑ пӗрлӗх чӑмӑртанни 25 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май уява хатӗрленсе ирттерес тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене палӑртрӗҫ. Юбилей каҫне 2015 ҫулхи февралĕн 20-мӗшӗнче — Нестер Янкас ҫуралнӑ кун паллӑ тума килӗшрӗҫ, йӗркелӳҫӗсен йышне палӑртрӗҫ. Ку ыйтупа правлени председателĕ Г. Ефимов кӑтартусем пачӗ.
Правлени членĕ С. Гурьева пӗрлӗх пирки хатӗрленӗ электронлӑ презентаципе паллаштарасси пирки тухса калаҫрӗ. Светлана Аверкиевна пӗрлӗхӗн ҫитес ҫулта хамӑрӑн паллӑ ентешсен юбилейӗсене палӑртнӑ ятарлӑ календарьпе паллаштарчӗ.
Ларура 2014 ҫулшӑн Н. Янкас ячӗллӗ премине парас енӗпе ӗҫлекен комисси йышне Н. Ершова, В. Тихоновăна, К. Васильевăна суйларӗҫ.
Н,Янгер
Çыпăçтарнисем: |